Кашни квартал вĕçĕнче ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетесси çирĕп йăлана кĕнĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи лару-тăрупа вулакансене округ администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп специалист эксперчĕ Сергей Васильев паллаштарать.
— Пĕрремĕш кварталта округра чĕрĕ виçепе 134,8 тонна аш какай туса илнĕ, ку иртнĕ çулхи çак тап- хăртипе илсен 128,5 процентпа танлашать. Хăш-пĕр хуçалăх аш-какай туса илессине ÿстрнĕ: «Исток» ООО, Киров ячĕллĕ ЯХПК, «Хучель» ООО, Макаров ХФХ, Николаев ХФХ.
Хуçалăхсем вăкăрсене пăруллах сутса яраççĕ, вĕсене çитерсе самăртни рентабеллĕ мар имĕш. Пĕрремĕш кварталта пĕтĕмпе туса илнĕ аш-какай виçинче мăйракаллă шултра выльăх ашĕ — 89 процентпа, чăх-чĕп ашĕ — 6 процентпа танлашнă, ытти — урăх аш.
Виçĕ уйăхра округра пĕтĕмпе 1597,3 тонна сĕт суса илнĕ (иртнĕ çулхи кăтартуран пысăкрах). Чылай хуçалăхра сĕт туса илесси лайăхланса пыни палăрать, кунта «Исток» пĕрлĕ-хе, Киров ячĕллĕ ЯХПКна, Макаров, Степанов, Никонов хресчен-фермер хуçалăхĕсене асăнса хăварас килет.
Округра пĕр ĕне пуçне вăтамран 1436 килограмм сĕт суса илнĕ (иртнĕ çулпа илсен 104,6 процентпа танлашать). Никонов фермер хуçалăхĕ (2326 кг), Киров ячĕллĕ ЯХПКн Атнашри сĕт-çу ферми (1936 кг), Киров ячĕллĕ ЯХПКн Шăхасанти сĕт-çу фер-ми (1577 кг) тата ыттисем ку енĕпе уйрăмах аван ĕçлесе пыраççĕ. Хальхи вăхăтра сĕт рынокĕнчи лару-тăру çăмăл мар, сĕт хакĕ хальлĕхе пĕлтĕр- хинчен йÿнĕрех. Хуçалăхсем выльăх рационне кирлĕ минералсемпе хутăш пуян апата туянаççĕ.
Лару-тăру çăмăл мар пулин те ĕнесен йышне чакарма васкамалла мар. Кайран вĕсен йышне çав шая çитерме çăмăлах пулмĕ. Çав вăхăтрах ăратлă ĕнесен йышне ÿстересси çинчен те манмалла мар.
100 га пуçне 14,9 ц (2025 çулта -10,4 ц) аш-какай туса илнĕ. Ку енĕпе Киров ячĕллĕ ЯХПК (31,1 ц) лайăх кăтартупа ĕçлесе пынă. 100 га пуçне 170,4 ц сĕт суса илнĕ. Ку енĕпе те Киров ячĕллĕ ЯХПКн (444,3 ц) округра кăтарту чи пысăкки.
Пĕлтĕр ку вăхăт тĕлне 3228 мăйракаллă шултра выльăх пулнă, кăçалхи ака уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне 2998 пуç шутланать. Округра чылай хуçалăхра вылăхсен йышне пĕлтĕрхи шайра упраса хăварма пултарнă.
Ĕнесен шучĕ ака уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне округра 1096 пуçпа танлашнă, пĕлтĕр ку вăхăт тĕлне 1188 ĕне пулнă. Никоновпа Николаев ХФХсем ĕнесен шутне ÿстерсе пыраççĕ. Ку енĕпе Киров ячĕллĕ ЯХПК та округра лайăх тĕслĕх кăтартать.
Округра икĕ хресчен-фермер хуçалăхĕ сурăх ĕрчетессипе ĕçлет. Вĕсен шучĕ пĕтĕмпе 418 пуçа çитнĕ.
Пĕрремĕш кварталта 286 пăру илнĕ, пĕлтĕр çак вăхăт тĕлне 317 пăру пулнă. 100 ĕне пуçне 18 пăру илнĕ, иртнĕ çулта çак кăтарту 20 пăрупа танлашнă. 100 ĕне пуçне 25 пăруран ытларах илнĕ хуçалăхсем: «Урюм» ЯХПК, «Исток» пĕрлĕх, Макаров, Николаев, Герасимов фермер хуçалăхĕ-
сем.
Мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра вăтамран 544 грамм ÿт хушаççĕ. 2025 çулта çак кăтарту 537 грампа танлашнă. Семенов, Никонов, Николаев, Герасимов фермер хуçалăхĕсенче тата Киров ячĕллĕ ЯХПКра кăтарту 500 грамран та пысăк- рах. Ытти хуçалăхсенче пуринче те 500 грамран каярах. Çак кăтарту 600 грамран иртсен тин выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тупăш кÿме пуçлĕ. Çакă выльăхсене мĕнле пăхнинчен те нумай килет. Вĕсене çитерекен апат тутлăхлă тата минерал хутăшĕсемпе пуян пулмалла.
Кĕтÿ кĕçех çаран çине тухĕ. Çакна асра тытмалла: пĕрремĕш кунсенче выльăха уя илсе тухиччен утă-улăмпа тăрантармалла. Çавăн пекех тăвар пирки те манмалла мар. Фермăсене юсаса йĕркене кĕртмелли ĕç планне туса хатĕрлемелле. Выльăх апачĕ хатĕрлеме пуçăнасси çинчен те шутлама тытăнмала. Сĕт пахалăхне пысăк тимлĕх уйăрмалла.
Çуллахи вăхăтра йÿнĕ апатпа усă курса выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен пысăк тупăш илсе юлма тăрăшмалла.

