Шупашкарта «Йытăсен парачĕ» кăçал ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртĕ.
Ку пуçару «Единая Россиян» «Чĕр чунсен тĕнчине хӳтĕлесси» парти проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăçланать. Хула администрацийĕ çак юхăмпа ĕçленине ырлать, уява йĕркелеме хастар пулăшать.
Мероприяти программи анлă: «Йытăсемпе ташлани», ноузворк, фрисби, ХКС (хӳтĕлевпе караул служби), кӳлсе çӳремелли спорт. Мероприятие хутшăнакансем тăватă ураллă спортсменсем мĕн тума пултарнине курса тĕлĕнĕç.

