«Единая Россия» партин регионти уйрӑмӗн йышне ятарлӑ ҫар операцийӗнчи Юрий Богданов кӗнӗ.
Парти билечӗпе ятарлӑ паллӑна ӑна Сергей Артамонов премьер-министр ертсе пынӑ Чӑваш Ен делегацийӗ Запорожье облаҫне ӗҫлӗ ҫӳревпе кайсан панӑ.
Юрий Богданов ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпах фронтри малти линире. Вӑл – ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсен регионти пӗрлешӗвӗн ертӳҫи. Хӑйне партире уйӑрнӑ тивӗҫ халӑха татах та пулӑшма май парасса шанать.

