Воскресенье, 7 июня, 2026
Главная > Публикации > Пулӑшу ыйтма пынӑ

Пулӑшу ыйтма пынӑ


Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 60 ҫулти арҫын патне мессенджерта палламан ҫын шӑнкӑравланӑ.
Хӑйне арҫын унччен ӗҫленӗ организацин кадрсен пайӗнче тӑрӑшакан тесе палӑртнӑ. Вӑл пенсие ҫӗнӗрен шутламаллине пӗлтернӗ.
Кайран арҫын патне йӗрке хуралӗн суя ӗҫченӗсем шӑнкӑравланӑ. Хайхискерсем вӑл унччен ултавҫӑпа калаҫнине ӗнентернӗ, ҫавна май халӗ унӑн ячӗпе кредит илме хӑтланаҫҫӗ-мӗн.
Палламан ҫынсем каланипе арҫын пухнӑ 2 миллон тенкине курьер урлӑ парса янӑ. Унсӑр пуҫне 430 пин тенкӗ кредит та илнӗ. Укҫана палламан ҫынсем каланӑ счет ҫине куҫарнӑ. Кайран арҫын полицие пулӑшу ыйтма пынӑ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *