Кӑҫал та Чӑваш Ен Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» акцие хутшӑнӗ. Республикӑра пурӑнакансем ӑна ҫырса хӑйсен тавракурӑмне тӗрӗслӗҫ.
Кӑҫал акци ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртӗ. Республикӑра диктант ҫырмашкӑн пӗтӗмпе 560 лапам йӗркелӗҫ. Вӗсем шкулсенче, колледжсенче, библиотекӑсемпе клубсенче, тӗрлӗ предприятире пулӗҫ.
Палӑртса хӑварар: акци Раҫҫейре кӑҫалхипе саккӑрмӗш хут иртӗ. Сӑмах май, акцие пӗрремӗш хут 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче йӗркеленӗ, Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 74 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ун чухне унта 24 ҫӗршыври 150 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.

