Вторник, 14 июля, 2026
Главная > Публикации > СВОра чухне качча тухма ыйтнӑ

СВОра чухне качча тухма ыйтнӑ


Шупашкарта пурӑнакан Алексей тата Ирина 2008 ҫулта паллашнӑ, 18 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ, икӗ ача ҫуратса ӳстернӗ, халӗ виҫҫӗмӗшне кӗтеҫҫӗ.
Ятарлӑ ҫар операцийӗнче чухне Алексей видеоҫыхӑнӑва тухсан Алинӑна качча тухма ыйтнӑ. Алинӑшӑн ку кӗтменлӗх пулса тӑнӑ, вӑл килӗшесси те тӳрех паллӑ пулнӑ ӗнтӗ.
Халӗ Алексей кӗске отпускра. Вӑл – инженер-сапер ротинче водитель, подразделение палӑртнӑ вырӑна илсе ҫитерет. Тӑван кил пирки шухӑшлани ӑна вӑй парсах тӑрать. Мӗншӗн тесен килте юратнӑ мӑшӑрӗ, ачисем кӗтеҫҫӗ, кӗҫех вара ҫӗнӗ кайӑк ҫут тӗнчене килмелле.
Алина мӑшӑрӗпе чӑннипех те мӑнаҫланать. Уншӑн вӑл Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫи ҫеҫ мар, ҫемье тӗревӗ те.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *