Воскресенье, 7 июня, 2026
Главная > Публикации > Сĕт производствин кăтартăвĕ пысăкланнă

Сĕт производствин кăтартăвĕ пысăкланнă


Республикăра сĕт производствин кăтартăвĕ пысăкланса пыни палăрать. Пĕлтĕр хуçалăхсен мĕн пур категорийĕнче 511,2 пин тонна сĕт, 2024 çулхинчен 3,3% нумайрах, сунă.
Кашни ĕнерен вăтамран – 8506 кг. Ку виçĕм çулхинчен 6,1% ытларах, ăратлă выльăх ĕрчетекен хуçалăхсенче сăвăм 9800 кг пулнă. 2025 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне мĕн пур йышши хуçалăхсенче сăвакан 84600 ĕнене шута илнĕ (2024 çул пуçламăшĕнчипе танлаштарсан 800 пуç сахалрах).
Кĕтӳ пĕчĕкленнĕ пулин те продуктивлăха пысăклатнăран пĕлтĕр сĕт маларахринчен ытларах. Уйрăммăн илсен ял хуçалăх предприятийĕсенче 246,5 пин тонна, виçĕм çулхинчен 12,2% нумайрах, сунă. Ăна республикăри 94 хуçалăхра, çав шутра ăратлă ĕне вылăх ĕрчетекенни – 14, туса илеççĕ. Вĕсенче сăвакан 29500 пуç ĕне. Ăратлă ĕне шучĕ 8,3% хушăнса 14800 пуçа çитнĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *