Ҫурхи пӗрремӗш ҫут ҫанталӑк пушарне шута илнӗ
Типӗ курӑк Куславкка тӑрӑхӗнчи Елчӗк ялӗ ҫывӑхӗнче тивсе илнӗ. Пушар 2 пин тӑваткал метр лаптӑка сарӑлнӑ. Сӑлтавӗ вут-ҫулӑмпа асӑрханмасӑр усӑ курнинче пулма пултарать.
Асӑрханӑр! Ҫӳп-ҫап, типӗ курӑк ҫунтарни, пирус тӗпне сӳнтермесĕр пӑрахни инкек кӑларма пултарать.

