Суббота, 11 июля, 2026
Главная > Публикации > УАЗ автомашина ăсатнă

УАЗ автомашина ăсатнă

Канаш тăрăхĕнче пурăнакансем тата вырăнти организацисемпе предприятисем ятарлă çар операцийĕ иртекен вырăнта çĕршыв интересĕсене хÿтĕлекен салтаксене пур енлĕн пулăшса пыраççĕ. Вĕсем апат-çимĕç, медикаментсем пуçтарса хатĕрлеççĕ, маскировка сеткисем çыхаççĕ тата ытти те.

Нумаях пулмасть çак ыр кăмăллăх ĕçне «УК ЖКХ» муниципаллă предприяти те хутшăннă. Канаш тăрăхĕн пуçлăхĕпе Валерий Черновпа пĕрле вĕсем ятарлă çар операцийĕ иртекен вырăна УАЗ автомашина ăсатнă. Çак автотранспорт, хăйĕн характеристикисене кура, çапăçу хирĕнче пирĕн салтаксене пысăк пулăшу кÿрĕ. Çар çыннисем çакнашкал автомашина шанчăклăхне тата СВО пыракан вырăнта уйрăмах кирлине палăртаççĕ. 

Канаш тăрăхĕн администрацийĕ гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса хатĕрлес ĕçе хутшăнакан кашни хастара пысăк тав сăмахĕ калать. Ку енĕпе пуçарнă пархатарлă ĕçе малалла та тытса пырĕç. 

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *