Канаш тăрăхĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче техтĕрĕслев пырать. Патшалăх техника надзорĕн районти инспекцийĕн аслă инспекторĕ Денис Егоров ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсемпе пĕрле тăтăшах вырăна тухса çÿрет. Ку яваплă ĕç маларах пăхса тухса çирĕплетнĕ графикпа килĕшÿллĕн пулса пырать.
Нумаях пулмасть ĕçлĕ комисси Герасимовпа Протасов фермерсен хуçалăхĕсенче пулнă. Вĕсем тĕрĕслев хаклавне тăратнă техника çинчи пур механизмпа агрегатсем йĕркеллĕ ĕçленине, тормоз системипе руль управленийĕ тата ытти юсавлă пулнине шута илнĕ. Тĕплĕ тĕпчев хыççăн техтĕрĕслевре пулнă кашни техника уй-хире тухма хатĕррине çирĕплетнĕ.

