Ака уйӑхӗн 22-24-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче Чӑваш чӗлхи эрни иртӗ. Ҫав вӑхӑтра чӑвашла спектакльсем кӑтартӗҫ, вӗсене синхрон мелӗпе вырӑсла куҫарӗҫ.
Чӑваш чӗлхи эрни «Санӑн йыхравна эпӗ илтрӗм» монодрамӑпа уҫӑлӗ. Пьеса авторӗ – Ольга Туркай, режиссёрӗ – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов.
Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Леонид Агаковӑн «Ылтӑн вӑчӑра» повеҫӗ тӑрӑх Юрий Бутунин лартнӑ ӗҫе курма май килӗ. Театрти Чӑваш чӗлхи эрни ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче спектакль «Атя, тилӗ, яра пар!» спектакльпе малалла тӑсӑлӗ. Ҫав кун каҫхине эрне Чӑваш Республикин тава тивӗҫле артисткин Ольга Петрован «Шап-шурӑ мӑшӑр» клипне презентациленипе хупӑнӗ.

