Шупашкарта «Реле хÿтĕлевĕнчи тата энергетика системин автоматизацийĕнчи çĕнĕ технологисем» ятпа Пĕтĕм Раççейри иккĕмĕш наукăпа техника конференцийĕ иртнĕ. Вăл ака уйăхĕн 14-16-мĕшĕсенче Трактор тăвакансен Культура керменĕн лапамĕнче пынă. Унта делегацисем Беларусинчен, Узбекистантан тата Кыргызстантан килсе çитнĕ. Форум 1200 ытла эксперта пĕр йыша чăмăртанă.
Форума уçма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, Раççей Федерацийĕн энергетика министрĕн çумĕ Эдуард Шереметцев тата Раççей Федерацийĕн промышленноçпа суту-илÿ министрĕн çумĕ Василий Шпак хутшăннă. Вĕсем кураври çĕнĕ разработкăсемпе паллашнă, экспорт потенциалне аталантарса пырассине сÿтсе явнă.
Чăваш Ен асăннă сферăра лидерсен йышĕнче пырать. Республикăри предприятисем тĕнчери стандартсене тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Çавăн пекех нацин технологи суверенитетне çирĕплетес тĕлĕшпе пысăк тÿпе хываççĕ тата çирĕп экспорт потенциалĕ пуррипе палăрса тăраççĕ.
Республикăн электротехника кластерĕ вырăнти 27 предприятие пĕр йыша чăмăртать, вĕсем çĕршыври пысăк предприятисем валли 150 пин ытла продукци туса кăлараççĕ. Çак паха продукципе «Газпром», «Росатом», «Роснефть, «РусГидро» тата ытти компанисен объекчĕсенче ăнăçлă усă кураççĕ.

