Чăваш Енре çуркуннехи санитарипе экологи уйăхлăхĕ старт илнĕ. Вăл çулсеренех çĕр пичĕ юртан тасалсассăн вăя кĕрет.
Кăçал çак акци республикăра пурăнакан 30 пине яхăн çынна пĕр йыша чăмăртама палăртать. Тăван тавралăха тасалăхра тытассишĕн студентсемпе ĕç коллективĕсем яланхиллех хастар хутшăнасси паллă. Вĕсем «Симĕс Раççей», «Раççей шывĕ», Астă-вăм сачĕ» акцисемпе килĕшÿ-ллĕн субботниксене тухĕç, юхан шывсемпе кÿлĕсен хĕррисене çÿп-çапран тасатĕç, йывăç-хунав лартас ĕçе хутшăнĕç, мемориалсемпе астăвăм вырăнĕсене йĕркене кĕртессипе вăй хурĕç. Çак пĕлтерĕшлĕ ĕçсем «Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕпе килĕшÿ-ллĕн пулса пырĕç.
Экологи субботникне нумаях пулмасть округ администрацийĕнче тăрăшакансем те туслă йышпа тухнă. Вĕсем администраци çурчĕ таврашĕнчи лапама тасатса тирпейленĕ, юр ирĕлнĕ хыççăн тротуар айккисенче куç тĕлне пулакан çÿп-çапа пуçтарнă. Тăван хула тасалăхĕшĕн тăрăшакан хастарсен йышĕнче депутатсемпе волонтерсем те йышлăн пулнă.

