Иртнӗ уйӑхра Чӑваш Енӗн наци музейӗ ҫулсерен иртекен чӑваш чӗлхипе литературин «Ялан янӑра, чӑваш чӗлхи!» уйӑхлӑхне пуҫарнӑ.
Акци пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче чӑваш ҫамрӑкӗсен форумӗпе уҫӑлнӑ. Ӑна «Хавал» ушкӑн тата Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ ирттернӗ.
Уйӑхлӑх пуҫланнӑранпа Чӑваш наци музейӗн «Контактра» страницинче чӑваш халӑх поэчӗн Юрий Сементерӗн сӑввисене Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем вуланине вырнаҫтарса пыраҫҫӗ.
Литература музейӗнче (юнкунсерен 14 сехетре) тата Чӑваш тӗррин музейӗнче (кӗҫнерникунсерен 16 сехетре) уйӑхӗпех чӑвашла экскурсисем иртеҫҫӗ.
Ытти кӑсӑклӑ мероприяти те уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче самай пулса иртмелле.

