Воскресенье, 7 июня, 2026
Главная > Публикации > Юхма Мишши 90 ҫул тултарнӑ

Юхма Мишши 90 ҫул тултарнӑ


Чӑваш халӑх ҫыравҫи Юхма Мишши 90 ҫул тултарнӑ. Михаил Николаевич паянхи кун та литература анине «сухалать».
Юхма Мишши Патӑрьел округӗнчи Сӑкӑт ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Пултарулӑхра вӑл 1950-мӗш ҫулсенче тӑрӑшма тытӑннӑ. Малтанах унӑн статйисем районти «Авангард» хаҫатра пичетленнӗ.
Юхма Мишшин хайлавӗсене 100 ытла чӗлхене куҫарнӑ, вӗсене Ази, Европа тата Африка ҫӗршывӗсенчи учебниксене кӗртнӗ. Унӑн сӑввисемпе юрӑсем хайланӑ.
Чӑваш халӑх ҫыравҫине юбилей ячӗпе Чӑваш Рес- публикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та саламланӑ. «Унӑн ҫитӗнӗвӗсем – тӑван ҫӗре чунран юратни. Михаил Николаевич чӗлхене, йӑла-йӗркене упрас, халӑхсен хушшинчи туслӑха ҫирӗплетес тесе нумай ӗҫ тунӑ. Паянхи кун та вӑл хӑйӗн тавра пултаруллӑ ҫынсене чӑмӑртать», – ҫапла палӑртнӑ Олег Алексеевич.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *