Çутçанталăкăн кашни вăхăчĕ хăйне евĕр илемлĕ, çапах та кашни çулах çуркуннепе ешерме пуçлакан ахаль курăк та нихçанхинчен ытларах кăмăла çĕклет. Вăрмансенче юр кайса пĕтичченех малтанхи чечексем курăнса каяççĕ.
Пуринчен те малтан шапа хупаххи (урăхла каласан ама хупахĕ) ылтăн тĕслĕ çеçке çурать. Вăл чи япăх çĕре — тăмлăрах сăрт хысакĕсемпе шырлансене кăмăллать. Вĕсене талккăшĕпех хупласа илет.
Шапа хупаххи çурхи кунсен тĕлĕнмелле парни кăна мар, вăл эмел курăкĕ те. Сар-пуç е шурпуç (тепĕр тĕрлĕ каласан пĕремĕк курăкĕ) хăйĕн çутă сарă çеçкине çÿллĕ туна çинче çурать. Унăн ырă шăршăллă чечекне ярса вĕретнĕ чей шăнса пăсăлнинчен сывалма пулăшать. Çулçи çинче С витамин хисепне илес пулсан, ăна ытти курăксемпе танлаштарсан чăн-чăн чемпион теме пулать.
Акă вăрман катинче сарă çил курăкĕ (ветренница) ÿсет. Шупка хĕрлĕ ачаш туни çинче сарăрах тĕслĕ шурă чечексем илем кÿрсе лараççĕ. Вĕсем çинчен тĕрлĕрен хурт-кăпшанкă тăрăшсах чечек тусанĕ пухать.
Йĕри-тавра вăрман паранки нумай. Хĕрлĕ кăвакпа шупка хĕрлĕ хутшăнса пулнă çеçкисен тĕсĕ çурхи вăрмана ырă сăн кÿ-рет. Вăрман паранкин ĕмĕрĕ кĕске, çапах та унăн шерпечĕпе мăнтăр тĕкĕлтурасем савăнса юлаççĕ.
Тĕлĕнмелле ырă чечек — вăрман çеçпĕлĕ! Мамăклă туна çине уртса янă пĕчĕк шăнкăрав евĕрлĕ çеçкисем йĕпкĕн, кăвак тата сенкер. Пыл хурчĕ вĕсен пылак сĕткенне пухса вăй илет.
Васкаççĕ çуркунне ирех çеçке саракан чечексем. Ытти ÿсентăрансем хĕл ыйхинчен вăраниччен пурăнса юласшăн. Тепĕр çул кăçалхи пекех харсăр шăтса тухма çĕр айĕнчи тымартуна çине тутлăхлă япаласен хутаççисене тума ĕлкермелле, пулас çамрăк йăхăн пĕрчисене те салатмалла.
Çурхи шыв тантăшĕсем пире хăйсем патне хăнана чĕнеççĕ. Паллах, хăнасем тĕрлĕрен
пулаççĕ. Пĕрисем çăткăн алă- семпе вĕсене ывçи-ывçипе таса, тымарĕ-мĕнĕпе тăпăлтарса илеççĕ те кайран айккинелле вăркăнтараççĕ.
Юлашки çулсенче çак паха
ÿсентăран йышĕ чакса пыни си- сĕнсех пырать. Çавна кура çурхи шывсен тантăшĕсене пур çĕрт те сыхлама тăрăшар.
Николай ВОРОНЦОВ,
Кивĕ Шелттем ялĕ

