Кăçал республикăри ултă муниципалитетра агротехнологи класĕсем уçăлĕç.
Вĕсене кирлĕ хатĕрпе тивĕçтерекен предприятисене палăртнă та ĕнтĕ. Çав предприятисем «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн технологи тивĕçтерĕвĕ» наци проекчĕн «АПКри кадрсем» федераци проекчĕпе килĕшӳллĕн агроклассене пулăшмашкăн субсиди илĕç.
«Çĕнĕ агротехнологи класĕсем уçни шкул ачисене АПКри хальхи профессисемпе ытларах кăсăклантарма, ял хуçалăхĕнче тата апат-çимĕç промышленноçĕнче ĕçлемешкĕн практика хăнăхăвĕсене тата пĕлĕвне йĕркелеме, аграри вĕренӳ тытăмне аталантарма, региона вара технологи енчен малта пыма май парать», – палăртнă Чăваш Республикин вице-премьерĕ – ял хуçалăх министрĕ, «Раççей сали» парти проекчĕн кураторĕ Андрей Макушев.

