Сад ĕрчетекенсемшĕн кăçалхи пек илемсĕр, путсĕр хĕл чылайранпа пулманччĕ, — тет Сител ялĕнчи паллă селекционер, сад ăсти Михаил Иванович Андреев. Унпа эпир унăн питомникĕнче калаçса ларатпăр. — Кунĕн-çĕрĕн юр çурĕ, çил-тăман вĕçтерчĕ. Çунă юр, пусăрăнса, çамрăк çимĕç йывăçĕсен турачĕсене хуçа-хуçа пĕтерчĕ. Нумай йывăç айăпланчĕ, аманчĕ. Анкартинче вырнаçнă садсенче куянсем чылай улмуççине сăтăр тунине те калаççĕ. Çынсем шăнкăравлаççĕ, кăçал çимĕç пама тытăнмалли абрикоссем хуçăлса сиенленни çинчен хурланса пĕлтереççĕ, мĕн тумалла-ши тесе ыйтса пĕлеççĕ.
Халĕ сад ĕçне юратакансен аманнă йывăçсен хуçăлнă турачĕсене касса вĕсене сиплеме тытăнмалла. 700 грамм аммиак селитрине 10 литр шывра ирĕлтермелле те йывăçсен папкисем тухса симĕслениччен çак шывпа сирпĕтмелле. Çак шĕвек тĕрлĕ хурт-кăпшанкăсене те, чир-чĕре те пĕтерет. Улмуççине илес пулсассăн, унăн турачĕсем хуçăлни ытла сиенлех мар. Вĕсене касса пăрахмалла та каснă вырăна сад сăмалипе (садовый вар) сĕрмелле. Çĕнĕрен хунаса тухнă туратсем хăвăрт аталанса вăй илеççĕ.
Кăçалхи февраль, март уйăхĕсенче чылай çыннăн сад пахчинче çимĕç йывăçĕсене сайратса пама тÿр килчĕ. Пĕр икĕ çĕрте çакăн пек тĕслĕхсемпе тĕл пултăм. Çынсем çăра туратсене касма хăраççĕ, «кусем çимĕç памаллисем вĕт-ха», теççĕ. Вĕсем çакна ăнланмаççĕ: кăçал касмасан, вĕсем çулталăк хушшинче аталанса пĕтĕм йывăçа хупласа хураççĕ. Абрикоса сайратнă чухне варринче ÿсекен туратсене касса айккинчисене хăвармалла. Ку меслете «испанская чаша» теççĕ, мĕншĕн тесен касса сайратнă вырăн пысăк чашăк евĕрлĕ пулать. Ун пек чухне çимĕçсене ÿсме те ирĕк, вĕсене хĕвел çути те ирĕккĕн лекет. Каснă вырăна сад сăмалипе сĕрмелле, унсăрăн сĕткен юхса тăнипе йывăç хура рак чирне каять. Ку чиртен нимĕнле майпа та сыватма çук. Сад сăмали сивĕ çанталăкра лайăх çыпçăнмасть, хăйпăнса ÿкет, çавăнпа эпĕ ăна вĕрилетсе çемçететĕп те спичка шăрпăкĕпе сĕрсе тухатăп.
— Михаил Иванович, чылай çынран пĕлтĕр иçĕм çырли тĕмĕсем мильдю чирĕпе чирлени çинче илтме тÿр килчĕ. Çак чирлĕ тĕмсене мĕнле пулăшу памалла?
— Паçăр асăннă аммиак селитрин шĕвекĕпе е ытти удобренин 700 грамĕнчен хатĕрленĕ шĕвекпе сапни чирлĕ йывăçсемшĕн питĕ усăллă. Ку ĕçе çулçă тухиччен туса ирттермелле. Ку шĕвек сиенлĕ хурт-кăпшанкăна та пĕтерет.
— Тимĕр купоросĕпе, пăхăр купоросĕпе сыватма май çук-и?
— Пăхăр купоросĕ улмуççипе грушăна чир-чĕртен лайăх сыватать, сиенлĕ хурт-кăпшанкăна пĕтерет. Иçĕм çырлине пăхăр купоросĕпе пĕрĕхтернĕ вăхăтра çанталăк 10 градусран ăшăрах пулсан вăл йывăçа çунтарса ярать, çавăнпа питĕ сыхлануллă пулмалла. Пăхăр купоросĕ контактлă фунгицид шутланать. Контактлă препаратсем ÿсен-тăран чир-чĕрне çиелтен пĕтереççĕ, системăллă препаратсем чирлĕ çимĕç йывăçĕн папкисем, çулçисем ăшне кĕрсе клеткисем патнех çитеççĕ.
— Михаил Иванович, системăллă фунгицидсене ячĕсенчен асăнса хăвараймастăр-и?
— Çак имçамсем тăватă ушкăна пайланаççĕ, кашни ушкăнра 10-15 тĕрлĕ препарат, вĕсене асăнса пĕтереес çук. Чир-чĕр имçама ан хăнăхтăр тесен йывăçсене кашни ушкăнри эмелпе пĕрĕхтермелле.
Иçĕм çырли Чăваш Енре районланă çимĕç культури шутланмасть. Ку тăрăхра 10-15 çул ÿсекен иçĕм çырли сивве хăнăхать. Вăл витмесĕрех хĕл каçать.
Акă, абрикоса кунти условисенче çимĕç пама хăнăхтартăмăр. Халĕ вăл улмуççи пекех çимĕç парать. Абрикос шăмă культурисен шутне кĕрет, йÿçĕ тăпрана юратмасть, Вĕсене çимĕç ăшĕнчи вăррин хуппине çитĕнтерме известь кирлĕ. Ман питомникра тăпра йÿçĕ пулнă пирки абрикоса лартнă чухне кашни шăтăка 5-10 кг известь хыватăп.
— Эсир кăнтăрти культурăсене Чăваш Енри çутçанталăк условийĕ- сене хăнăхтарас тĕлĕшпе нумай ĕçлетĕр. Пĕлтĕр çуркунне, астăватăп, сирĕн хурма йывăçĕсем талккишпех çеçкереччĕ. Тĕлĕнмелле! Кĕркунне çимĕçне тутанса куртăр-и хуть?
— Тутанса кураймарăм çав. Çимĕçĕсем, пулса çитеймесĕрех, веç çĕре тăкăнса пĕтрĕç. Эпĕ шутланă тăрăх, йывăçĕсем, çамрăк пулнă пирки, çимĕç çитĕнтерме вăй çитереймерĕç пулмалла.
— Эсир шарафуга çимĕç парать терĕр-ха…
— Шарафуга парать, персик парать, абрикос парать. Пĕлтĕр абрикос питĕ ăнса пулчĕ, çынсем шăнкăравлаççĕ, тав тăваççĕ. Анчах проблеми те пур. Абрикоса районларăмăр, урăхла каласан, кунта çимĕç паракан турăмăр, анчах ун çинчен пĕр документ та çук. Республикăра ман пек тата тепĕр çын пур абрикоса районлани, вăл та нимĕнле документ та тутарман. Кунта юрист пулăшăвĕсĕр хамăр тĕллĕн нимĕн те тăваймастпăр.
— Малашнехи плансем епле-ха, Михаил Иванович?
— Эпĕ кăçал питĕ нумай литература вуларăм апельсинпа мандарин çинчен. Вĕсене кунта çимĕç пама хăнăхтарма май çук-ши тетĕп. Проблема мĕнре: вĕсене сыпма подаой тупасси.
— Тавах сире, Михаил Иванович, усăллă калаçушăн.
Василий ЛАПИН,
Пĕршенер ялĕ

