Высоковка — вырăс улпучĕсем никĕсленĕ ял
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 14-мĕш №)
1823 çулта Высоковкăра çĕр улпучĕ Петр Васильевич Лукошков (1801-1861) палăрнă. Унăн ялта 23 теççетин çĕр пулнă. Унăн аслашшĕ Петр Лукошков 1783 çулта премьер-майор Гришино салинче улпут. Унăн ывăлĕ Ваççа çав çулта вырăсла недоросль. Вăл ача чухнех 41 чун хуçи. 1797 çулта Василий Петрович Лукошков сержант артиллерист. Ваççан ывăлĕ хальхи Петр Васильевичĕ 1823 çулта Çĕрпÿ уесĕн стряпчий ĕçĕпе ĕçлеме пуçланă. Мĕне пĕлтерет-ши уесĕн стряпчий должноçĕ? Тем-тĕрлĕ словарьсене кĕрсе вуласа тухрăм. Анчах та тимлĕ ăнлантарса паракан çын паянхи кунта тупăнтарĕ. Уесĕн стряпчийĕ Çĕрпÿ уесĕн- че мĕн ĕç тунине юлашкинчен çырнă. Асланса пынă çемĕн Петр Васильевич Мускаври казенный палатăн председателĕ, Мускаври тĕрмесен попечителĕн директорĕ, Хусанти тĕрмесен попечителĕн директорĕ пулса ĕçленĕ. Чинĕсем вара статский советник, действительный статский советник (1852), вырăсла камергер Высочайшего двора (1853). Çар чинĕпе танлаштарсан генерал-майор пулать. Петр Васильевич Лукошкова та, арăмне те Александра Николаевнăна (1804-1861) Мускаври Дон монастирĕн некрополĕнче пытарнă. Унăн шĕллĕ Ираклий Васильевич Лукошков (1809 – 1878), генерал-ма- йор (1867) званипе отставкăна тухнă. Унăн та Çĕрпÿ уесĕнче çĕр лаптăкĕ пулнă. Вĕсен тăванĕ Иван Григорьевич Лукошков 1783 çулта Хусан кĕпернин прокурорĕ. Гришино салинче çĕр лаптăкĕ пулнă. Прокурорăн çĕрĕ çинче 79 чун е тарçă ĕçлесе пурăннă.
1830-мĕш çулсенче Высоковкăра çĕнĕ улпут подполковник Илларий Станиславович Белькович арăмĕ-
пе Глафира Леонтьевна Есипова палăрнă.
Вĕсен ывăлĕ Александр Илларьевич (1810-1874) вăл вăхăтра губернский секретарь пулса ĕçленĕ. Титулярный советник чинпа отставкăна тухнă. Вĕсен Высоковкăра икĕ çĕр лаптăкĕ 16 тата 187 теççетин икĕ вырăнта выртнă. Бельковичсен çĕрĕсем ытларах Сĕнтĕр салинче (халĕ Александровски сали Комсомольски районĕнче) пулнă. Глафира Леонтьевнăн икĕ вырăнта 116 тата 293 теççетин пулнă. Качча кайман хĕрĕсен Аннăпа Верăн тата офицерсене качча тухнă Любипе Софьин кашнин икшер вырăнта 66 тата 72 теççетин çĕр пулнă. Илларий Станиславович 1827 çулта Çĕрпÿ уесĕнче уесĕн земской исправник ĕçĕпе ĕçлеме пуçланă. Земской исправник тепĕр майлă земской судья е Çĕрпÿ уесĕн Земской суд председатĕлĕ. Тата маларах 1775 çулсем пулса иртнĕ реформăсем хыççăн Земской суда 1782 çултан пуçласа вырăсла Цивильский нижний уездной суд тенĕ. Аялти земски суд пысăк е хаклă мар ĕçсене анчах сутса явма пултарнă. Тата унта кĕçĕн Çĕрпÿре вырăсла Расправной суд пулнă е ăна вара расправной судья ертсе пынă. Расправной судья 26 тенкĕрен иртмен ĕçсене пăхса тухма пултарнă. Маларах пурлăхсем вăл вăхăтра мĕн хака ларнине çырса пĕлтернĕччĕ. 1780-мĕш тата ĕлĕкех уессенче воеводăсем хуçа пулнă. Вĕсем тĕрĕс е тĕрĕс мари влаç пулнă пирки тем тĕрлĕ ыйтăва та сÿтсе явма пултарнă. Воеводă должноçне пĕтерсессĕн уесра аслисем икĕ хуçа пулса тăнă. Пĕри Çĕрпÿ уесĕн стряпчийĕ е тепри Çĕрпÿн аялти уесĕн сучĕн преседатĕлĕ. Тепре чухне ăна исправник тенĕ. Протокол çинче вăл çавăн пек курăннă:
«Наместничества Казанского Цивильский нижний земской суд
Господа присутствующие прибыли по полуночи в 7 часу
Земской исправник порутчик Василий Колбецкой
Заседатели: подпорутчик князь Маматкозин, прапорщик Гездорф
Сельские заседатели: Петр Терской,…
Заседатель от мещан г. Цивильска: Федор Степанов…».
Тепĕр хуçи Çĕрпÿ уесĕн стряпчий пулнă. 1823 çулта Çĕрпÿ уесĕн стряпчий должноçĕпе Высоковкăри çĕр улпучĕ Петр Васильевич Лукошков ĕçленĕ. Вăл ытларах уесри ял-хуçалăх, налук ĕçĕсемпе ĕçленĕ тата судсен решенисене пурнăçа кĕртмелле пулнă. Çĕрпÿ хулин ĕçĕсене тата хулара пурăнакан çынсен ыйтăвĕсене ратуша е магистрат, бургомистр тата городничий сÿтсе явнă. Городничийне пулăшакансем квартальныйсем пулнă.
Пĕрремĕш хут Высоковкăн выççелкине Высоковкă ятпах 1880 çулта Хусан кĕпернин военно-топографи картти çинче палăртнă. Халĕ ку ялĕ Пĕрремĕш Высоковкă ятлă.
1905 çулта Высоковка сали пирки сведенисем тунă. Çав çулта Çĕрпÿ уесĕнчи Пĕрремĕш Высоковкăн ял обществин старости Дмитрий Яковлев пĕлтернĕ тăрăх, обществăра 40 хуçалăх пулнă, 75 чун (арçын) пурăннă.
Иккĕмĕш Высоковкăн ял обществин старости Фрол Александров пĕлтернĕ тăрăх, обществора 27 хуçалăх пулнă, 48 чун (арçын) пурăннă.
Виççĕмĕш Высоковкăн ял обществин старости Филипп Григорьев пĕлтернĕ тăрăх, обществора 44 хуçалăх пулнă, 87 чун (арçын) пурăннă. (ГИА ЧР. Ф. 51. Оп. 1. Д. 65)
1861 çулта вырăс патши Иккĕмĕш Александр хăйĕн указĕпе крепостла правăна пăрахăçланă. Европăри нумай патшалăхсем хура халăха çĕрсĕр пурăнма ирĕк панă. Вырăс патшалăхĕ вара иккĕллĕ йышăну тунă. Пĕр енчен хура халăха хăйĕн çĕрĕ çинчех пурăнма ирĕк панă е тепĕр енчен хура халăхăн çĕр хуçи пулас килнĕ пулсассăн çав халăхăн патшалăхран е кам çĕр хуçи пулнă вĕсенчен çав çĕре укçа тÿ- лесе илме пултарнă. Ун хыççăн хура халăх çĕр хуçи пулса тăма пултарнă. Сăмахран, Ямаш (Чарпуç) ял тăрă- хĕнчи çĕрĕсем Ямаш обществинче шутланса тăнă. Çав çĕрпе усă курнăшăн патшалăха налук тÿлемелле пулнă. Çĕрпе ытларах халăх усă курнă. Çавăнпа та çав çĕре нормăпа халăха салатса панă. Çулсем иртсен пурнăç улшăннă. Кам вилнĕ е пĕр килте арçынсем нумайрах çуралнă. Нумайăшсем Çĕпĕре е çĕнĕ вырăна тухса кайнă. Çав сăлтавсемшĕн 10-12 çул иртсен обществин çĕрне ял хуçисем тепĕр хут виçсе салатса панă. Вăл вăхăтра Ямаш обществинче Ямаш (Чарпуç), Имель-Турханкас (Имелево, Ват Чарпуç), Мамалаевă (Анаткасы) ялĕсем пулнă. Çав Ямаш çĕрĕсенех аслă хуçи вырăс патшалăхĕ пулнă. Ямаш обществинчи халăх çĕрĕсем халăхăн тулли праваллă хуçа пулас килет пулсассăн ăна патшалăха укçа тÿллесе татмалла пулнă. Ун хыççăн çĕр хуçи пулса тăма пултарнă. Çав çулсенче Ямаш обществин 2393 теççетин çĕр пулнă. Ăна патшалăх 49849 тенкĕ хака лартнă. Вăтамран пĕр теççетинне 21 тенкĕне лартнă. Сăмахран, çав çулсенчех пĕр пăт сĕлĕ 30 пус, полба 28 пус, ыраш 43 пус, пĕррĕмеш сорт ыраш çăнăхĕ 2 тенкĕ те 40 пус, керосин 1 тенкĕ те 50 пус тата вăкăр — 13, ĕне — 22, лаша 60 тенкĕ тăнă. Хăвăн лашупа кунĕпе ĕçленĕшĕн 50 пус тÿленĕ. Пурлăх хакĕ- сене çĕр хакĕпе танлаштарма çырса кăтартрăм. Ăнланмалла пуль тетĕп. Ун чухлĕ укçа хура халăх аллинче нихăçан та пулман. Кашни çул ял хуçисем налуксене мĕнле майлă татса тÿлемелли çинчен анчах шутланă. Анчах та çав çĕре алла илме патшалăх халăха кивçен укçа пама хатĕр пулнă, нумай банксем уçнă. Çĕр банкĕ обществăна укçа уйăрса панă пулсан та укçана алла паман. Çав укçана процентсемпе тÿлесе татмалла пулнă. Ун хыççăн ял обществи çĕр хуçи пулса тăма пултарнă. Ямашсене çав укçана 1887 çулта уйăрса панă. Вĕсен 49849 тенкĕне 45 çул хушшинче тÿллесе татмалла пулнă. Вăтамран кашни çул 1108 тенкĕ тÿ-
лемелле тунă. 1887 çул çумне 45 çул хушсассăн 1932 çул пулать. Çав çултанпа Ямаш обществи хăйĕн çĕр хуçи пулса тăмалла пулнă. Анчах та 1930 çулччен пурнăç мĕнле пулса тухнине пĕлетĕр. Ку хыпарсене улпут çĕрĕсемпе танлаштарма ăнлантарса патăм.
Высоковкăри çĕр хуçисем улпутсем пулнă. Чи малтан çак çĕрсен хуçисем Кипечпе Ăнтавăшри чăвашсен пулнă. Анчах та вĕсем кунти çĕрсемпе ытла усăк урман пулмалла. Çавăншăн вырăс улпучĕсем унти çĕре чăвашсенчен туртса илнĕ. Вырăс улпучĕсене çĕрне патшалăх çар службинче нумай çул хушши тăнăшăн панă. Вĕсен çĕрĕсем çинче тарçăллă ытларах вырăссемех пулса ĕçленĕ. Çавăнпа та хура вырăс халăхĕ е тарçисем ку вырăнта çĕр хуçи пулман. Улпутсем тарçисене те çĕрне, те тепĕр улпута укçалла сутса яма пултарнă. Вырăс улпучĕсем вĕсене хайĕн çĕрĕ çинче пурăнма тата çĕрĕпе усă курма ирĕк панăшăн хура е тарçăсен улпутсене ĕçлесе памалла пулнă. Çĕр сухалама, тырă акма, курăк çулса ти-
пĕтсе е кайран кĕркунне пурлăхсене киле кĕртме тата ытти ĕçсене туса памалла пулнă. Хăш-пĕр улпучĕсем çĕрпе усă курнăшăн ĕç-кун вырăнне укçа пуçтарнă. Вырăсла оброк тÿленĕ тенĕ.
1861 çулта реформа пулса иртнĕ пулсан та улпутсен çĕрĕсем çинче ĕçлекен халăхăн улшăнусем пулман. Мĕншĕн тесен çĕр хуçи улпут пулнă. Анчах та 1898 çулта Высоковкăри улпутсем хура халăхпа килĕшÿ тунă. Текстне оригинальтен вырăсла çырса илтĕм.
«От уполномоченных Первого и Второго Высоковского общества села Высоковки Шибылгинской волости Цивильского уезда Гурия Степанова и Сидора Ефремова
Заявление
Землевладелицы дворянки Вера, Любовь и Анна Илларьевны Бельковичи, принадлежащую им землю, состоящую при Казанской губернии Цивильского уезда Шибылгинской волости при селе Высоковка в количестве 262 десятины 1221 кв. сажень в коих покорнейше просим Крестьянский поземельный банк на основании Устава сего банка выдать под залог означенной земли ссуду в размере 19350 рублей сроком на 51 год 9 месяцев.
Представляем при сем условие, заключенное нами об этой покупке с сестрами Белькович.
За неграмотных расписался д. Яндоуши Артемий Ефремов Отруков лично и заверена печатью Шибылгинского волостного правления». ГИА ЧР. Ф. 51. Оп. Д. 43.
Банкĕ Пĕрремĕш Высоковкăпа Иккĕмĕш Высоковкин сельски обществисене çав укçана уйăрса панă. Кунта улпутсен пĕр теççетин çĕрĕ 73 тенкĕне ларнă е Ямашри пĕр теççетин çĕрĕ 21 тенкĕ. Ямаш сельски çĕрĕсем çырма çатраллăрах пулнăшăн çĕр хакĕ самях йÿнĕлнĕ. Тата улпучĕсем хăйсем хăйне майлă çĕр хакне ÿстерме пултарнă.
1898 çул çумне 52 çул хушсассăн 1950 çула çитет. Çав çулсем хушшинче пурнăçра тем те сиксе тухнă пуль. Вĕçех пĕлместĕп. Анчах та вăтамран укçана 1930 çулчченех тÿллеме пултарнă. Мĕншĕн тесен çав çулсенчен пуçласа совет союзĕн патшалăхĕ колхозсем йĕркелесе яма пуçланă. Колхоз обществине кĕрес пулсассăн хăвăн мĕнле пурлăх пулнă çавăнпа пĕрле кĕмелле пулнă. Пурлăх шутне кил хуçин çĕр лаптăкне кĕртнĕ.
Çакăн пек килĕшÿ Есипов улпут çĕрĕсем çинче ĕçлекен тарçисем те улпут арăмĕ Есиповăпа та тунă.
Архивсем тăрăх çапла вара пулса тухрĕ. 1898 çулта Высоковкăра Белькович тата Есипов улпутсем анчах тăрса юлнă. Юлашки вăхăтра Пĕрремĕш Высоковкăпа Иккĕмĕш Высоковкин сельски обществин çур ялĕн улпучĕ Бельковичсем пулнă е Иккĕмĕш Высоковкă çур ялĕпе Виççĕмĕмĕш Высоковкăн сельски обществин çĕр хуçи Есиповсем пулнă. Чиркÿре ĕçлекен пачăшкăсен хăйсен улпутсем уйăрса панă вырăнта пурăннă. Мĕншĕн-ха улпутсен çĕр лаптăкĕсем унта та кунта та выртнă. Пĕр сăлтавĕ çав пулнă. Офицерсене патша çар службинче тава тивĕçлĕ ĕçленĕшĕн патша указĕ-пе вĕсене нормăпа çĕрне çителĕклех панă. Çĕр лаптăкăн анăшĕ миçе çул служить тунă, вăрçăра пулнă е пулманнинчен те килнĕ. Анчах та 600 е 700 теççетин лайăх çĕре пĕр вырăнта тупма йывăр пулнă. Мĕн çитменнине тепĕр чухне хăйсем те шыраса тупма пултарнă.
Высоковка сăмахĕ мĕне пĕлтерет-ши?
1755 çулта Катекре пурăнакан чă-
вашсемпе унта çĕр улпучĕ пулнă Матвей Камецкийпе çĕр пирки тавлашу тухнă. Çĕр чиккисене палăртма ориентирсем кирлĕ пулнă. Ун чухнех хăш-пĕр ориентирсене вырăсла çапла çырнă:
«Хирле реке вверхъ от Глубокой речки до Долгова острова поперек дикаго поля до Высокова колка вниз до Хирли реки». Кунта «Высокова» сăмахĕ çÿллĕ вырăна кăтартать. Татаринче Высогорский район пур. Вăл Высокая Гора сали ячĕнчен тухнă. Ку сумăхсем те çÿллĕ вырăна пĕлтереççĕ. Чи малтанхи улпутсен çĕрĕсем ту енче пулнăшăн ялне Высоковкă тесе çырма пуçланă.
Вырăс Высоковкă салин историйĕ кĕскен çала пулса тухрĕ.
Александр СТЕКЛОВ,
«Сказание о чувашах»
трилоги авторĕ

