Четверг, 16 июля, 2026
Главная > Публикации > Канашра пĕтĕм халăхсем хушшинчи анлă конференци иртнĕ

Канашра пĕтĕм халăхсем хушшинчи анлă конференци иртнĕ

Канашра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче йĕркеленĕ эвакуацин историне халалласа пĕтĕм халăхсем хушшинчи анлă конференци иртнĕ. Вăл «Единая Россия» партин «Мир возможностей» проекчĕпе килĕшÿллĕн пулса пынă.

Конференци иртнĕ эрнекун Канашри транспортпа энергетика техникумнĕнче уçăлнă. Унăн ĕçне 130 ытла хастар хутшăннă. Историксемпе тĕпчевçĕсем Раççейĕн 20 регионĕнчен тата Азербайджан, Кыргызстан, Казахстан, Беларуси, Узбекистан тата Таджикистан патшалăхĕ- сенчен килсе çитнĕ пулнă. 

Пĕрлехи ĕçе пуçăниччен конференцие хутшăнакансем Раççейĕн çарпа истори обществи йĕркеленĕ куравпа паллашнă. Ăна йĕркелÿçĕсем вăрçă çулĕсенчи ачасен паттăрлăхне халалланă.

Конференци вăрçă темипе хатĕрленĕ театрла представленипе уçăлнă, вăл куракансене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пуçламăш çулĕсен тапхăрне илсе çитернĕ. Амăшĕ ывăлне фронта пил парса ăсатни залра ларакансен кăмăл-туйăмне уйрăмах тыткăна илнĕ. Чĕмсĕр чикĕ- сене ăсталанă хĕрарăмсен мухтавлă ĕçĕ те мăнаçлăх туйăмĕ çуратнă, ăна артистсем ташă урлă кăтартса панă.

Мероприятие пуçтарăннисен умĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ министрĕ Дмитрий Захаров, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Раççей Паттăрĕсем Николай Гавриловпа Алексей Романов, Раççейĕн çарпа истори обществин регионти политика Департаменчĕн директорĕ Аяна Шойгу тата округ пуçлăхĕ Валерий Чернов тухса калаçнă. Вĕсем конференци ĕçне хутшăнакансене мероприятие тухăçлă йĕркелесе ирттерме каланă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче йĕркеленĕ эвакуацин историне халалласа пĕтĕм халăхсем хушшинче ирттернĕ анлă конференци шайĕпе Канаш тăрăхĕнче пĕлтерĕшлĕ чылай мероприяти пулнă. Çав кун Раççей Геройĕ Н.Ф. Гаврилов ячĕллĕ Янкăлч шкулĕнче тата Совет Союзĕн Геройĕ И.А. Кабалин ячĕллĕ хулари 11-мĕш шкулта, пĕлÿ çурчĕсем хисепленсе тăракан паттăрсен ячĕсемпе, мемориал хăмисем уçнă. Янкăлч шкулĕнче йĕркеленĕ мероприятие Николай Федорович Гаврилов хăй те хутшăннă. Хулари 11-мĕш шкула мемориал хăмине уçма Иван Андреевич Кабалинăн мăнукĕпе кĕçĕн мăнукне йыхравланă.

Конференцие килнĕ хастарсем Канашри тавра пĕлÿ музейĕ- пе те паллашнă. Çавăн пекех хулари 3-мĕш шкулта «Ятарлă çар операцине» халаллăнă шкул музейне уçма та хутшăннă. Канашри тĕп лапам çав кун чăн-чăн истори бульварне çаврăннă, унта Чăваш Енĕн пĕлÿ çурчĕсем хăйсен чи лайăх проекчĕсене кăтартса панă. Истори бульварĕнче куравсемпе интерактивлă лапамсем тата тĕрлĕ-рен ăсталăх класĕсем ĕçленĕ. Куракансем иртнĕ çулсен тапхăрĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлме, хăш-пĕр саманта куçпа курса хаклама пултарнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *