Шупашкарти юхан шыв порчӗ, шыв тӑрӑх тиев турттармалли ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланнине халалласа, шыври шоу кӑтартӗ.
Ун пек мероприятие пӗлтӗр те йӗркеленӗ пулнӑ. Ун чухне вӑл эрне варринче иртнӗ, ҫавӑнпа куракансем сахал пулнӑ. Кӑҫал навигацие акан 25-мӗшӗнче, шӑматкун, 11 сехетре, уҫӗҫ. Шыври шоу вара 12 сехетре пуҫланӗ. Унта тӑватӑ буксир хутшӑнӗ.
Пӗлтӗр кӗвӗ ҫеммипе «Волгарь-7» тата К-884 вальс ҫаврӑннӑ, кӑҫал «Волгарь-17» тата «Волгарь-30» хутшӑнӗҫ. Шоу-программӑпа пӗрлех культура программине те хатӗрлеҫҫӗ.

