Юнкун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «тÿрĕ лини» ирттернĕ. Вăл икĕ сехет ытла пынă. Уçă эфир вăхăтĕнче колл-центр та ĕçленĕ, ыйтусене унта та йышăннă. Çавăн пекех республикăра пурăнакансенчен социаллă сетьсенче те сахал мар ыйту пулнă.
Регион ертÿçи Олег Николаев ирттернĕ «тÿрĕ линие» 400 ытла обращени килнĕ, колл-центр 168 шăнкăрав йышăннă. Олег Алексеевич трансляци вăхăтĕнче 35 ыйту çине хурав пама ĕлкернĕ.
«Тÿрĕ линири» пĕрремĕш ыйту Чăваш Енри ейÿ тапхăрĕ пирки пулнă. Олег Николаев тимлĕхе çухатманшăн республикăра пурăнакансене тав тунă, пĕрле тăрăшсан пĕтĕмпех çĕнтерсе пырассине каланă. «Ниме» халăх проекчĕ пирки ыйту пулсассăн тĕслĕх вырăнне вăл Етĕрне тăрăхĕнче пурăнакансене илсе кăтартнă. «Пирĕн халăх çакăн пек проектсене ытларах хутшăнсан ĕçĕн курăмлăхĕ те ытларах пулĕ. Вара пахалăхлă япаласем те ытларах пулĕç. Кăçал пĕтĕмпе 1841 проект пурнăçламалла. Ялсенче вара 1553 проект хута ямалла. 1/3 пайĕ – çулсем. Ытти вара – шывпа тивĕçтересси, ача-пăча лапамĕ йĕркелесси. Çак проектсене пурнăçа кĕртме эпир укçа енчен пĕтĕмпех тивĕçтернĕ. Кăçал проектсене тата ытларах хута ярас тĕллевпе «Халăх контролĕ» проект ĕçлеме пуçларĕ», – тенĕ Олег Николаев.
«Хамăрăннисен вăхăчĕ» программăпа вĕренсе тухнисем пирки каласа кăтартма ыйтсассăн Олег Николаев вĕсемпе мăнаçланнине пĕлтернĕ. «Кашни – тĕрлĕ шăпа, хăйĕн çулĕ. Çапах та кашнин малалла аталанас туртăм пур. Çын кирек ăçта ĕçлесен те вăл пирĕн çĕршывăн пуласлăхне тÿпе хывать. Нумай çынна пĕлетĕп: çара кайнă чухне пĕр тĕрлĕ çын вĕсем, унтан вара тепĕр çын пулса таврăнаççĕ. «Хамăрăннисен вăхăтне» хутшăнакансем конкурс суйлавĕ витĕр тухрĕç. Унтан наставниксемпе пĕрле пысăк ĕç туса ирттерчĕç. Патшалăх управлени- йĕнче тата çавнашкалрах ытти тивĕçре ĕçлеме вĕренчĕç. Вĕсем пирĕншĕн – çирĕп тĕрев. Кăткăс çул витĕр хăйсем те тухаяççĕ, ыттисене те илсе каяяççĕ», – тенĕ Олег Николаев.
«Тÿрĕ лини» вăхăтĕнче çынсем сывлăх темине те хускатнă, тухтăрсем кăçал 2025 çулти пек округсене тухса çÿрĕç-и тесе кăсăкланнă. «Паллах, пĕлтĕр эпир çакна «Сывлăх патне – утăм» проектпа килĕшÿллĕн пурнăçларăмăр. 1600 ытла çынна тĕрлĕ чиртен асăрхаттарма май пулчĕ. Ку проекта малалла тăсма эпир шухăша çирĕплетнĕ», – тенĕ Олег Николаев.
Аса илтеретпĕр: пĕр ыйту та тимлĕхсĕр юлмĕ. Сăмах май, Олег Николаев çывăх вăхăтра Чăваш Енре çĕнĕ саккун йышăнассине те каласа хăварнă. Вăл çынсен ыйтăвĕсемпе ĕçлессипе çыхăннă. Çак саккун вăя кĕрсессĕн республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене хуравпа тивĕçтерессине уйрăмах çирĕп сăнаса тăрĕç.

