Правительство ҫуртĕнче Чӑваш Республикинчи чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва сирес тата пушар хӑрушсӑрлӑхĕпе тивĕҫтерес енĕпе ĕҫлекен комиссин ларӑвĕ иртнĕ. Унӑн ĕҫне Чӑваш Республикин Пуҫлӑхĕ Олег Николаев хутшӑннӑ.
Аса илтеретпĕр: ака уйӑхĕн 10-мĕшĕнче республикӑра пушара хирĕҫле режим пуҫланнӑ. Ларура пушар сезонне епле хатĕрленни ҫинчен тĕплĕн каласа панӑ. Вӑрмансене сыхлама 156 маршрут палӑртнӑ. Диспетчер пункчĕсенче дежурствӑсем йĕркеленĕ.
Нумаях пулмасть Куславкка тӑрӑхĕнче 2000 тӑваткал метр ҫинче типĕ курӑк ҫуннӑ. Олег Алексеевич ҫавӑнпа ҫак тапхӑрта уйрӑмах тимлĕ пулмаллине тепĕр хут аса илтернĕ. Ларура ҫавӑн пекех шыва кĕмелли сезона епле хатĕрленни ҫинче те чарӑнса тӑнӑ.

