«Раҫҫейри симӗс ылтӑн» сӑра фестивалӗ республикӑра кӑҫал та иртӗ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланӗ те ҫурлан 1-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Кӑҫал фестивалӗн пӗчӗк юбилей темелле, ӑна йӗркелеме тытӑннӑранпа 5 ҫул ҫитет. Хальхинче та ӑна Шупашкарти Юхан шыв портӗнче ирттерӗҫ. Яланхи пекех тӗрлӗ сӑра тутанса пӑхма, чӑваш сӑрине мӗнле вӗретнипе паллашма май пулӗ.
Сӑмах май, пӗлтӗр фестивале ҫӗршыври сӑра вӗретекен 34 компани хутшӑннӑ. Унта 160 пин ҫын ҫитсе курнӑ. Хӑнасен йышӗнче ют регион, ҫывӑх тата инҫет ют ҫӗршыв ҫыннисем те пулнӑ.

