Мускавра Пĕтĕм Раççейри «Служение» Премин çĕнтерÿçисене чысланă. Çак савăнăçлă лару-тăру ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Вырăнти хăй тытăмлăх кунĕнче, пулса иртнĕ. Чыслав церемонине Одинцово округĕнчи Лайв Арена лапамĕнче йĕркеленĕ.
Аса илтеретпĕр, Çак Преми Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе вăя кĕнĕ. Унăн çĕнтерÿçисене кăçалхипе виççĕмĕш хут чысланă. Йĕркелÿ комитетне маларах 63397 заявка килсе çитнĕ пулнă. Муниципаллă сообщество хастарĕсем тĕрлĕ номинацире тупăшнă. Вĕсенчен пĕринче Канаш тăрăхĕнчен тăрат-
нă проект та палăрнă. Тĕплĕн- рех Мускавра йĕркеленĕ чыслав церемонине хутшăннă Канаш тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Чернов каласа парать:
— Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Владимирович Путинăн порученийĕпе килĕшÿ-ллĕн çулсеренех «Служение» Пĕтĕм Раççейри муниципаллă Премие парса хавхалантараççĕ. Ăна вырăнти территорие пур енлĕн аталантарса пыракансене, çынсен пурнăçне лайăхлатас енĕпе ырми-канми тăрăшакан муниципаллă сообществăн хастарĕсене параççĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе çитнĕ ĕçтешсемпе пĕрле эпĕ те сцена çине хăпартăм. Унта тĕрлĕ номинацире палăрнă çĕнтерÿçĕсене чысларĕç. Эпĕ «Сужение» валли «Агротуризм аталанăвĕ — ял хуçалăх производствин çĕнĕ енĕ» темăпа хатĕрленĕ хамăр проекта хаклава тăратнăччĕ. Унта «Мелилотус» кооперативăн çитĕнĕвĕ çинчен тата унăн никĕсĕ çинче никĕсленнĕ «Сладкое золото Чувашии» хăйне евĕрлĕ агротуризм комплексĕ çинчен каласа кăтарт- рăм. Агротуризи ял экономикине аталантарса пырассине, йăла- йĕркене упраса хăварассине тата вырăнта çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелме пулăшассине çирĕп шанса тăратпăр, — пĕлтерет Валерий Анатольевич.

