Санкт-Петербург хулинче Чӑваш культурин кунӗсем иртӗҫ. Анлӑ мероприятие кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче йӗркелеме палӑртнӑ. Вӑл Санкт-Петербургри патшалӑхӑн академи капеллинче иртӗ.
«Анлӑ культура программине хатӗрлеме тытӑннӑ. Санкт-Петербург хулинче пурӑнакансем Чӑваш Енри пултарулӑх коллективӗсен ӑсталӑхӗпе паллашӗҫ, унта хамӑрӑн йӑла-йӗркене те кӑтартса парӑпӑр. Анатолий Рыбкинпа Праски Витти чӑваш художникӗсен куравӗсем уҫӑлӗҫ, халӑх ташшине ташлама вӗрентекен тата ытти енӗпе ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫлӗҫ. Чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе те паллаштарӑпӑр», – пӗлтернӗ Чӑваш Енӗн культура министрӗ Светлана Каликова.

