Вторник, 14 июля, 2026
Главная > Публикации > Чăваш спортсменӗсем йышлăн хутшăнĕç

Чăваш спортсменӗсем йышлăн хутшăнĕç


Чăваш Енри 295 çын Хусан марафонне хутшăнĕ. Ăмăрту çу уйăхĕн 1-3-мĕшĕсенче иртĕ.
Тутарстанăн тĕп хулине Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕрпÿ, тата регионти ытти ял-хулари спортсменсем кайĕç. Чи пысăк команда Чăваш Енĕн тĕп хулинчен пулĕ – 220 çын. Пĕтĕмĕшле приз фончĕ – 10 млн тенкĕ.
Кăçал Хусан марафонне 37 çĕршывран 40 пин ытла спортсмен хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем 4 континентран тата Раççейри 84 регионран килсе çитĕç.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *