Вторник, 16 июня, 2026
Главная > Публикации > Шкулсенче пĕрремĕш пулăшу пама вĕрентеççĕ

Шкулсенче пĕрремĕш пулăшу пама вĕрентеççĕ

Чăваш Енĕн округĕсенче «Шкулсенче пĕрремĕш пулăшу» акци иртет. Вăл «Единая Россия» парти пулăшнипе пулса пырать.

Çак тĕллевлĕ акцие республикăри васкавлă медицина пулăшăвĕн центрĕ пуçарса янă. Ăна шурă халатлă ĕçченсем Васкавлă медицина пулăшăвĕн кунне халалланă. Çак куна çулсеренех ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Акци «Единая Россия» партин «Сывă малашлăх» проекчĕпе килĕшÿллĕн иртет.

«03» служба специалисчĕсем шкул ачисене пĕрремĕш пулăшу пама вĕрентеççĕ. Çак проекта СВО ветеранĕсем те хастар хутшăнаççĕ, вĕсем çапăçу хирĕнче хăйсем усă курнă тактика медицинин ăсталăхĕпе паллаштараççĕ. Çавăн пекех «Сосудистый патруль» проект ĕçленине те палăртса хăвармалла, унпа килĕшÿ-ллĕн вĕрентекенсен сывлăхне ĕç вырăнĕнчех тĕрĕслесе хак параççĕ.

Хальхи вăхăт тĕлне çак акци Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле тата Çĕрпÿ хулисенче иртнĕ. Медицина ĕçченĕсем пĕрремĕш пулăшу пама 300-е яхăн шкул ачине вĕрентнĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *