Воскресенье, 7 июня, 2026
Главная > Публикации > Явап тыттарма пултараççĕ

Явап тыттарма пултараççĕ

«Зацепинг» тесе пуйăс çинче çакланса çÿремелли меслете калаççĕ. Çынсем çак тĕллевпе вагонсен карлакĕсене, пусмисемпе картлашкисене тата ытти япаласене усă кураççĕ. Вĕсем çавăн пекех рельс-прицепсен тăрринче, тормоз платформисем çинче тата çавăн пекех вакунсен айккинче е вĕçĕнче çакланса çÿреме пултараççĕ.

«Зацепинг» — транспорт çинчи питĕ хăрушă мел. Ăна пула час-часах аварисем пулаççĕ. Çынсем куçса пыракан пуйăс çине кĕпер çинчен сиксе ларнă чухне ÿксе аманаççĕ, электричество токĕ çапнипе сусăрланаççĕ (çав вăхăтрах пурнăçран уйрăлни те плать), тормозăн вĕри резисторĕсене пĕрĕннĕ чухне пиçеççĕ тата ытти те.

«Зацепинг» транспорт узелĕсенчи пуйăссен ĕçне чăрмав кÿрет. Чукун çул транспорчĕн графикне пăсать, пассажирсене кансĕрлет. Канаш станцийĕнчи чукун çул çинчи полици уйрăмĕ саккуна çакнашкал майпа пăснăшăн çынсене административлă тата уголовлă майпа явап тыттарма пултарни çинчен асăрхаттарать. Раççей Федерацийĕн Административлă йĕркине пăсни çинчен калакан кодексăн 11.17 статйин 1-мĕш па- 

йĕпе килĕшÿллĕн 2000 тенкĕ штраф тÿлеттерме палăртнă. Уголовлă яваплăха Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн 267,1 статйтнче çирĕплетнĕ.

Хулиганла тата транспорт хатĕрĕсен хăрушсăр ĕçлеттермелли йĕркене хăрушлăх кÿнĕшĕн çакăн пек майпа явап тыттараççĕ: çĕр аллă пинрен пуçласа виççĕр пин тенкĕ таран штраф (е айăпланнă çыннăн ĕç укçи е ытти тупăш виçи икĕ çул таран), ирĕклĕхе икĕ çул таран чикĕлени, çав сроках тĕрмене хупни.

Татьяна ДИМИТРИЕВА,Улатăр станцийĕ çинчи çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспектор

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *