Кӗҫех Чӑваш Ене «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» килӗ. Хальхинче вӑл Шупашкарта мар, Вӑрмар поселокӗнче чарӑнӗ.
Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫыв- харнӑ май Горький чукун ҫулӗ астӑвӑм пуйӑсне ҫула кӑларӗ. «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чулхуларан тапранӗ. Маршрутра пӗтӗмпе – 29 станци, пӗри – Вӑрмарта. Унта вӑл ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ирхине 7 сехет те 35 минутра ҫитӗ. Вӑрмарта вӑл 40 минут тӑрӗ.
Пуйӑс маршрута ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чулхуларах вӗҫлӗ. Пӗлтӗр «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» Чӑваш Енре пилӗк вырӑнта чарӑннӑ: Вӑрнарта, Ҫӗмӗрлере, Улатӑрта, Канашра, Шупашкарта. Ҫак пуйӑса Горький чукун ҫулӗ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 60 ҫул ҫитнӗ тӗле йӗркеленӗ пулнӑ.

