Воскресенье, 7 июня, 2026
Главная > Публикации > Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм пулӗ

Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм пулӗ


Сӗнтӗрвӑрри хулинче Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм тӑвасшӑн. Вӑл Шупашкарти Ҫӗнтерӳ паркӗнчи евӗр пулӗ.
Мемориала Ҫӗнтерӳ кунӗччен туса пӗтерме палӑртнӑ. Вӑл хулари Ҫӗнтерӳ тӳремӗнче вырнаҫӗ. Специалистсем плитан пӗр пайне демонтаж тунӑ. Унтан ун патне коммуникацисене илсе ҫитерӗҫ. Ӗҫсене ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен вӗҫлесшӗн.
Кунсӑр пуҫне вырӑнти влаҫ Ҫӗнтерӳ тӳремӗнчи палӑка анлӑ реконструкци тума палӑртнӑ.
Сӑмах май, Шупашкарти Ҫӗнтерӳ паркӗнче те реконструкци ӗҫӗсем пыраҫҫӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *