Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Раççей парламентаризмĕн кунĕнче, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева Шупашкарти коопераци институчĕн студенчĕсемпе тĕл пулнă. Пĕрлехи калаçăва вăл Патшалăх Думи ĕçлеме пуçланăранпа 120 çул çитнине халалланă.
Лекцие Парламент библиотекинче упранакан архив материалĕсене тата Владимир Мединскийпе Павел Крашенинниковăн тĕпчев ĕçĕсене тĕпе хурса хатĕр-
ленĕ пулнă. Çак мероприятие депутатпа пĕрле Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнчи «Единая Россия» фракцин ертÿçи, «Здоровое будущее» партпроектăн координаторĕ Николай Николаев тата Шупашкар хулинчи депутатсен пухăвĕн депутачĕсем те хутшăннă.
Алла Салаева институтăн ректорне Елена Антоновнăна тата ĕç коллективне тав сăмахĕ каланă. «Çакнашкал тĕлпулусем пĕр-пĕрне лайăхрах ăнланма тата хамăрăн мăнаçлă çĕршывăн историне тĕплĕнрех пĕлме май панине çирĕп шанса тăратăп», — тенĕ депутат. Хамăр инф.

