Ятарлă çар операцийĕнче çĕршыв интересĕсене хÿтĕлекен салтаксене пур енлĕн пулăшса пырас ĕçе пирĕн республикăра пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Тунтикун Чăваш Енрен Луганск Халăх Республикинчи госпитальсене 17-мĕш гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă.
Çак пĕлтерĕшлĕ миссие «Пĕрле» фонд, Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ тата «Женское движение Единой России» регинти уйрăмĕн хастарĕсем йĕркелесе ирттернĕ. Гуманитари грузне палăртнă вырăна илсе çитерме ятарлă транспортпа Чăваш Ен Правительстви тивĕçтернĕ.
Гуманитари пулăшăвĕн йы- шĕнче сантехникăпа электричество хатĕрĕсем, сиплев çурчĕ валли офис пуканĕсем, харпăр гигиена средстви тата ытти кирлĕ хатĕр пулнă. Волонтерсем çавăн пекех ачасем салтаксем валли çырнă çырусем те парса янă.
Гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса хатĕрлес ĕçе Мускаври шкул ачисем те хастар хутшăннă. Çак истори Иван боецран пуçланнă. «Пĕрле» фондра тăрăшакан Надежда Савельева ака уйăхĕн пуçламăшĕнче Луганск госпитальне гуманитари пулăшăвĕ илсе çитернĕ. Унта вăл «Балу» позывнойпа çÿрекен Ивана тĕл пулнă. Мускавра çуралса ÿснĕ арçын кадрти çар çынни пулнă, 2022 çулта хăйĕн ирĕкĕпе фронта кайнă, йыттисене те (Балу тата Челита) пĕрле илнĕ. Чăваш Енре пурăнакансем мĕн чухлĕ пулăшу илсе килнине курни ăна питĕ тĕлĕнтернĕ. Çакăн çинчен вăл хăйĕн çемйине каласа панă, фронта пулăшас ĕçе Чăваш Енри «Пĕрле» фонд тата регионти Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ пысăк тÿпе хывнине пĕлтернĕ. Арçыннăн 9-мĕш кадет класĕнче вĕренекен ывăлне çакă уйрăмах шухăша янă. Ун пирки вăл пĕрле вĕренекенсене пĕлтернĕ. Çакăн хыççăн ачасем ашшĕ-амăшне выпускной ирттерес вырăнне укçа пухса фронта пулăшма сĕннĕ. Вĕсем «Пĕрле» фондпа çыхăнса ачасен çырăвĕ- сене, талисмансем, шевронсем тата дизель генератор парса янă.
Çак пĕлтерĕшлĕ утăм халăхсен пĕрлĕхне уçăмлатать, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Чăваш Ен фронтпа госпитальсене курăмлă пулăшу панипе пĕрлех çĕршыври чылай çынра хăйсен енчен пĕлтерĕшлĕ тата пархатарлă утăмсем тума хавхалану туйăмĕ çуратать.

