Воскресенье, 7 июня, 2026
Главная > Публикации > Грант çĕнсе илнĕ

Грант çĕнсе илнĕ


Ака уйăхĕн 24-26-мĕшĕсенче Екатеринбург хулинче Пĕтĕм Раççей конкурсăн зонăри тапхăрĕ иртнĕ. Унта федерацин Атăлçи тата Урал округĕсен пултарулăх коллективĕсем хутшăннă.
Екатеринбург хулине «Парне» фольклор ансамблĕ те çитсе килнĕ. Коллектив пултарулăх ĕçне аталантармашкăн 2 млн тенкĕлĕх грант çĕнсе илнĕ. Çак укçапа сцена çине тухмалли тум çĕлемешкĕн, музыка инструменчĕсем тата номер лартма реквизитсем туянмашкăн, çавăн пекех республикăри округсене тата çĕршыври регионсене тухса çӳремешкĕн усă курма палăртнă.
«Парне» ансамбле 1997 çулта хăй тĕллĕн вĕреннĕ юрăç Евгения Ананьева йĕркеленĕ. 1999 çултан ушкăна ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Галина Скворцова ертсе пынă, 2019 çултан вара – ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Светлана Тяхмусова. Репертуарта – хăна, йăла-йĕрке, вăйă карти юррисем, çавăн пекех республика тулашĕнчи чăвашсен юррисем те пур. Çакна та палăртмалла: нумаях пулмасть «Парне» ансамбль Хусанта иртнĕ «Этномириадăра» Гран-при тата 1-мĕш степень дипломне çĕнсе илнĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *