Воскресенье, 7 июня, 2026
Главная > Публикации > «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн черетлĕ конференцийĕ иртнĕ

«Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн черетлĕ конференцийĕ иртнĕ

Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн 37-мĕш конференцийĕ иртнĕ.

Çак мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăннă. Делегатсен йышĕнче партин вырăнти уйрăмĕсен представителĕсем, округ пуçлăхĕсем, парти проекчĕ- сен регионти тата муниципалитетсенчи координаторĕсем пулнă.

«Единая Россия» партин Чă-ваш Енри уйрăмĕн конференцийĕ Шупашкарта Трактор тăвакансен культура керменĕнче иртнĕ. Унта депутатсем пăхса тухнă тĕп ыйту — парти уйрăмĕн секретарьне суйласси пулнă. Депутатсем пĕр саслăн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕшĕн Сергей Артамоновшăн сасăланă.

— Паян «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин 37-мĕш конференцийĕ иртрĕ. Халăх суйланипе «Пĕрлĕх-

лĕ Раççей» партин Чăваш Республикинчи отделенийĕн секретарĕ пулса тăтăм. Ăнланатăп: ку — пысăк должноç кăна мар, пысăк явап-лăх та. Çав вăхăтрах палăртса хăвармала: пирĕн республикăна аталантарса пыракан комплекслă программа пур тата «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Халăх программи. Вăл пĕр программах пулмалла. Çавăнпа çитес вăхăтра халăхпа пĕрле Халăх программине тăватпăр. Республикăра пурăнакансем унта пурте хутшăнма пултараççĕ, — тенĕ Сергей Артамонов.

Аса илтеретпĕр, унччен маларах «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Леонид Черкесов пулнă. Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Дмитрий Медведев Сергей Артамоновăн кандидатурине ырланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *