Çеçпĕл вăтам шкулĕнчи «Туслăх» музейĕнче Виталий Петрович Порфирьев, вăл Çеçпĕл ялĕнче пурăнать, ачасене карçинкка çыхас енĕпе ăсталăх класĕ ирттерчĕ.
Ăстаçă хăва хуллисене хăçан, ăçта, хăш вырăнта хатĕрлемелли, вулăсене хуппинчен мĕнле майпа сÿсе тасатмалли, пĕçермелли вăрттăнлăхсене уçса пачĕ. Тата çавăн пекех çак кăткăс ĕçе пурнăçламалли хатĕрсемпе те паллаштарчĕ. Музейра Виталий Петрович парнеленĕ япаласем чылай упранаççĕ. Шкулти 2-5-мĕш классенче вĕренекенсем ялти ăстаçăн ĕçĕсемпе тимлĕн паллашрĕç.
Тĕлпулу вăхăтĕнче ачасем хăйсене интереслентерекен ыйтусем çине кирлĕ тата тулли хурав илме пултарчĕç, ăстаçăн чылай япали Мус- каври ВДХРра йĕркеленĕ куравра пурри çинчен те пĕлчĕç.
Ачасем Виталий Петровича çакнашкал кăткăс ĕç вăрттăнлăхне уçса панăшăн тав турĕç, ăнăçу тата вăрăм кун-çул сунчĕç.
Александр ПЕТРОВ,
шкулти музей директорĕ

