«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫулла, пӗтӗмӗшле илсен, сыв-лӑш температури климат нормипе килӗшӳллӗн пулӗ. Ҫумӑр вара кӑшт ытларах ҫӑвӗ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, чи ӑшши утӑ уйӑхӗ пулӗ, ун чухне аслатиллӗ ҫумӑр ытларах ҫӑвӗ. Ҫурла уйӑхӗ те ӑшӑ килӗ, ун чухне те ҫумӑр самай ҫума пултарӗ, анчах аслати сахалрах авӑтӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗ сывлӑш температурипе те, ҫумӑр тӗлӗшӗнчен те климат нормипе килӗшсе тӑрӗ, анчах та кашни виҫҫӗмӗш кун тенӗ пек аслати авӑтӗ. Авӑн уйӑхӗ – ҫумӑрлӑ, юпа уйӑ- хӗ вара типӗ килӗ.
Ҫу уйӑхӗ те пӗтӗмӗшле илсен климат нормипе килӗшсе тӑрӗ.

