Вторник, 14 июля, 2026
Главная > Публикации > Олимпиадăна хутшăннă

Олимпиадăна хутшăннă


Чăваш Енри 39 пине яхăн ача финанс пĕлĕвĕн тата услам ĕçĕн Пĕтĕм Раççейри олимпиадине хутшăннă.
Учи.ру платформăра йĕркелекен тĕрĕслев кăçал 6-мĕш хут иртнĕ. «Тухăçлă тата конкурентлă экономика» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн унăн йĕркелӳçисен йышне Раççей банкĕ, Раççей Финанс министерстви, Раççей Экономика аталанăвĕн министерстви тата «Наци приоритечĕсем» АНО кĕнĕ.
Чăваш Енре олимпиадăна Шупашкарти 4-мĕш лицейра савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Сăмах май, çак лицей Раççей Геройĕ Роман Шалаев ячĕпе хисепленет. Олимпиадăна 38,8 пин ача (вĕренекенсем тата шкул çулне çитменнисем) хутшăннă. Ĕçсене пурнăçланă май вĕсем бюджета тĕрĕс палăртма, финанс хăрушлăхне хак пама, ултавçăсенчен асăрханма пĕлнине кăтартнă.
Палăртмалла: олимпиадăна çĕршывра пĕтĕмпе 3,1 млн ытла çын хутшăннă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *