Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ Терентьевсем «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне тивӗҫнӗ. Ҫакӑн ҫинчен калакан Хушӑва Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.
Валерипе Анна пилӗк ача ӳстереҫҫӗ, виҫӗ ывӑл тата икӗ хӗр. Ҫемье пуҫӗ Валерий «ЭКРА» НПП-ра департамент ертӳҫинче ӗҫлет, Анна вара – услам-ҫӑ.
Терентьевсен аслисем вӗренӳре ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ, кӗҫӗннисем вара спортра тата пултарулӑхра палӑраҫҫӗ. Пысӑк наградӑна тивӗҫнӗ ятпа ҫемьене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламланӑ.

