Вторник, 14 июля, 2026
Главная > Публикации > Пысăк технологиллĕ пулăшу илеççĕ

Пысăк технологиллĕ пулăшу илеççĕ


Ятарлă çар операцийĕнчен таврăнсан сипленекенсемпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Николаев тĕл пулнă.
Тĕрлĕрен кăткăс операци тÿссе ирттернĕ хыççăн салтаксем Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче пысăк технологиллĕ пулăшу илеççĕ.
«Пирĕн паттăрсене чи малтан пулăшма тăрăшатпăр, кирек хăш регионтан килнĕ çамрăксемпе те консультаци ирттеретпĕр. Пирĕн пата килекенсен суранĕсене сиплеме май пур таран тăрăшатпăр. Центрта пине яхăн салтак консультаци илчĕ ĕнтĕ, 200-е яхăн çын стационарта сипленчĕ.
Больницăран тухсан та ХАМĂРĂННИСЕНЕ пăрахмастпăр, реабилитаци тапхăрĕнче пулăшатпăр, сăнаса тăратпăр. Салтаксенчен чылайăшĕ кунта сипленнĕ хыççăн каллех строя тăрать. Вĕсем сывă пулччăр тесе май пур таран тăрăшатпăр», – палăртнă Николай Станиславович социаллă сетьри хăйĕн страницинче.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *