Чӑваш Республикин Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫу уйӑхӗнчи канмалли кунсенче сиплев ҫурчӗсем мӗнле графикпа ӗҫлессине пӗлтернӗ.
Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗ – ӗҫ кунӗ, вӑл 1 сехет кӗскерех пулӗ. Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗ – ӗҫ кунӗ мар, васкавлӑ пулӑшӑва 13 сехетчен параҫҫӗ. Майӑн 2-мӗшӗнче шӑматкунхи графикпа ӗҫлӗҫ, васкавлӑ медпулӑшӑва 13 сехетчен параҫҫӗ. Майӑн 3-мӗшӗ – канмалли кун.
Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗ – ӗҫ кунӗ, 1 сехет кӗскерех пулӗ. Майӑн 9-мӗшӗ – ӗҫ кунӗ мар, васкавлӑ медпулӑшӑва 13 сехетчен параҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗ – канмалли кун. Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗ – шӑматкунхи график, васкавлӑ медпулӑшӑва 13 сехетчен параҫҫӗ.

