Четверг, 16 июля, 2026
Главная > Публикации > Халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ

Халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ


Кӑҫал Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳ парачӗ тата уяв салючӗ пулмӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев социалллӑ сетьри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Регион ертӳҫи ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ку халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ. Кӑҫал «Вилӗмсӗр полк» акци те куҫӑн майпа иртмӗ. Анчах, Олег Алексеевич каланӑ тӑрӑх, Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе уяв пулӗ, мероприятисем вырӑнти лапамсенче иртӗҫ. Кашни вырӑн тӗлӗшпе хӑрушсӑрлӑх паспортне ҫирӗплетнӗ, вӗсенче хӑрушсӑрлӑх службисем ӗҫлӗҫ.
Шупашкарта Ҫӗнтерӳ парачӗ тата салют 2024 ҫулта пулман. Пӗлтӗр иртнӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *