Тӗрлӗ тӑрӑхра пурӑнакан чӑвашсем 14-мӗш хут диктант ҫырса пӗлӳ шайне тӗрӗсленӗ.
Диктант текстне конкурс ирттерсе палӑртнӑ. Сӗннӗ 40 ӗҫрен Шупашкарти ача сачӗн воспитателӗ Алиса Миронова халӑхсен пӗрлӗхне халалланине суйланӑ.
Кӑҫал тӗп лапамра – Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче – диктант вулама Чӑваш наци радио редакторне Ирина Лампасована шаннӑ.
Ҫавӑн пекех акцие Наци библиотекине, Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне пырса е радио итлесе хутшӑнма май пулнӑ.

