Ҫӗршывра «Вода России» экологи акцийӗ вӑй илнӗ.
12-мӗш ҫул иртекен пуҫарӑва Чӑваш Ен те хастар хутшӑнать. Ҫут ҫанталӑк министерстви ертсе пынипе студентсем, тӗрлӗ пӗрлешӳре ӗҫлекенсем, депутатсем кӑҫалхи тасалӑх акцине юхан шыв порчӗ патӗнчен пуҫланӑ.
Шӑпах Атӑл тӑрӑх пирӗн региона хӑнана килекенсем йышлӑн. Тирпейлӗ те илемлӗ ҫыран вара туристсене татах та савӑнтарӗ.
2014-мӗш ҫултанпа акци вӑхӑтӗнче Раҫҫейри 11 пин ытла юхан шыв таврашне тасатнӑ, ырӑ ӗҫе 13 миллион ытла ҫын хутшӑннӑ.

