Кивĕ Вăрăмпа Çĕнĕ Вăрăмпуç ялĕсем тата вĕсен выççелккисем Çĕнĕ Шелттемпе Çĕнĕ Пĕршенер ĕлĕкех Вăрăм юхан шыв тăрăхĕнче вырнаçнă. Вырăсла ку юхан шыва Урюм теççĕ. Кивĕ Вăрăма халĕ Кивĕ Шелттем теççĕ. Малалла вара калавра малтан Кивĕ Вăрăм çинчен ун хыççăн пĕчĕккĕн Çĕнĕ Вăрăмпуç, Кивĕ Шелттем, Çĕнĕ Пĕршенерсен тата Çĕнĕ Шелттем историйĕсем çине куçăпăр. Мĕншĕн тесен Кивĕ Вăрăм аса илнĕ ялсемшĕн амăш ялĕ пулать. Тÿрех ăнланмалларах пултăр тесен çавна пĕлтересшĕн. Кивĕ Вăрăма халĕ Кивĕ Шелттем теççĕ.
Эпĕ çак ял историне çырас умĕн унччен малтан маларах тĕпчесе çыракансем те пулнă. Сăмахран, Н.И. Егоров 1987 çултах «Коммунизăмшăн» хаçатра Шелттем ялĕ пирки çапла статья çаптарса кăларнă.
«В эти края к р. Урюм, выслеживая лис, приходили марийские охотники. Здесь водились медведи, барсуки, лисы, лоси и другие звери. Чтобы запомнить, они давали разным оврагам, балкам, ручейкам. Место, где выходи т овраг Хачăм к р. Урюм, один из охотников назвал Шелттем, чув. «шывюппи». У него в руках была ветвистая палка, и, увидев приток, рукав реки, он назвал это место «Шелтем» — «шывюппи». Шелтем «развилка, развилина. Палка с раздвижным концом».
Эпĕ ăнланнă тăрăх вăл Егоров Николай Иванович пулать. Ун пирки Чăваш энциклопедийĕ çинче çапла çырнă. Текстне кĕскетрĕм. Вăл «тюрколог-лингвист, доктор филологических наук (1992), профессор. Окончил чуваш. отделение историко-филологич. факультета Чуваш, государствен. университета (1977). В 1992 защитил науч. доклад по опубликован. трудам, представлен. на соискание ученой степени доктора филологич. наук («Проблемы генетической и хронотопологической стратификации лексики чувашского языка и теория булгаро-чувашской этноязыковой преемственности»), Автор более 400 науч. работ…».
Ун хыççăн 2004 çулта «Канаш ен» хаçатра А. Зайцев «Пирĕн районти ялсен историйĕнчен» ятлă статья тухнă. Вăл аслашшĕ каласа панă тăрăх ял мĕнле майлă йĕркеленсе кайнă пирки çапла çырать: «Основатели деревни пришли сюда из Тетюшского уезда Казанского уезда с берегов р. Урюм. Первыми прибыли сюда три чувашских семьи, которые поселились около оврага Йĕплĕ хыр (рус. Ветвистая сосна), затем переселились ближе к р. Урюм. Потом сюда прибыли переселенцы из селения Урюм Тетюшского уезда Татарстана, которые принесли это название. Первыми прибыли воевода Хачăм со своей сотней. Вместе с ним были его братья Шелтем и Питуш. В 1520 году когда деревня сгорела полностью, Хачăм со своими товарищами западнее основал новое селение, а Шелтем со своими переселился восточнее от оврага Пăвар. Также о истории возникновения деревни Шальтямы написал житель деревни Старые Шальтямы И.С. Розов. Она хранится в научном архиве ЧНИИЯЛИЭ. Основателем деревни, по преданию, являлся Шальтям. На марийском языке это слово означает развилку, разветленную палку, приспособленную для охоты». Кунта чи маттури хăшĕ-ши? Ку сăмахсене кам маларах çырма пултарнă-ши? — тесе ыйтсассăн. Анчах та ку ыйтăва тĕпчеме ахалех вăхăта ирттерес килмест. Мĕншĕн тесен çав çырнă текстра пĕр тĕрĕс çырнă сăмах та çук. Ку текстсене «Географические названия Чувашской Республики» кĕнекерен çырса илтĕм. Авторĕсем И.С. Дубанов- па Ю.Н. Исаев пулаççĕ.
Тепĕр чаплă кĕнеке Чăваш энциклопедийĕ. Унта Кивĕ Вăрăм е халĕ Кивĕ Шелттем пирки çапла çырнă:
«Старые Шальтямы, Кивĕ Шелттем – деревняв Канаш.р-не, Шальтям. сел. Поселения. Расположена на левом берегу р. Урюм. Историч. название – Старый Урюм (околоток Старый Шальтям). Жители – чуваши. В составе Утин. волости Свияж. у. Число дворов и жителей: в 1721 – 155 муж. Автор: Ф.Н. Козлов».
Ку текстра çавна ăнланмасăр çырнă. 1721 çулта Кивĕ Шелттем ялĕ пулман. Çавăнпа та 1721 çулта 155 арçынни Кивĕ Урюмра пурăннă тесе çырмалла пулнă.
Чăвашсем 1551 çулта Мускав патшалăх шутне кĕрсессĕнех вĕсене малалла мĕнле йĕркепе пурăнмаллине çапла ăнлантарса панă.
— Эсир темçе ĕмĕрте тутар-монгол сакунĕсемпе пурăннă. Налукĕсене те вĕсене килĕшсех тÿленĕ. Малашне те ĕмĕрех мĕнле пурăннă çавăн пекех пурăнăр е налуксене те çавăн пекех тÿ-лĕр, — тенĕ.
155Ç çулта Хусан ханствине çĕнтернĕ хыççăн тутар патшалăхне пач пĕтернĕ. Ун вырăнне Хусанпа Сĕве уесĕсене уçнă. Хусан уесне Атăл суллахай енчи çĕрсене, сылтăм енчисене вара Сĕве уесне кĕртнĕ. Сĕве уесĕн территори вара питĕ пысăк пулса тăнă. Çавăн пирки 1555 çулта Шупашкар уесне уçнă. Çĕнĕ уеса уçсан ăна валли халăхпа пĕрле пулнă çĕр лаптăкĕсене те уйăрса памалла пулнă. Ытларах тă- ванлă ялсене обществăлла çĕрĕсемпе пĕрле пĕр уеса кĕртме тăрăшнă.
Ку йĕрки тутар-монголсенченех килнĕ. Вĕсем хуçа пулнă вăхăтра ялсене çарти пек пайланă. Ялта çĕр кил пулнă пулсассăн кашни вун кил хуçисен вырăсла пĕр десятскийне е аслине суйламалла пулнă. Вăл вун килте пурăнакансемшĕн явăплă пулнă. Ялĕпех вара пĕр çĕр пÿрт хуçине тата старостăна суйламалла пулнă. Çапла вара вырăсла çĕр пÿрт хуçине сотский тенĕ. Унсăр-пуçсăр ялта тутар-монголĕн представителĕ пурăннă. Ăна тархан тенĕ. Ку ял хуçисене тата ял çыннисене тĕрĕслесе çÿрекенни пулнă. Чăвашсем хушшинче тутарпа монгол е арап чĕлхисене пĕлекен çынсем пулман. Çавăнпа та ял хушшинче Ылтăн Уртан саккунĕсене ăнлантарса пама пултаракан тата тĕрĕс хутсем çырма ăслă çын кирлĕ пулнă. Тепĕр енчен вăл Ылтăн Уртан тарçи пулнă пулсан та ял çыннисемшĕн пысăк начальник шутланнă. Саккун тăрăх аслăрах хуçасем ирĕк памасăр ялтан никам та тухса кайма е уйăрăлса тухма пултарайман. Совет Союзĕ вăхăтĕнче те чăваш халăхне çав саккунсемпех пурăнтарнă.
Тутарпа вырăссен хушшинче пулса иртнĕ вăрçăсем хушшинче те, вăрçă хыççăн та чăваш халăх пурнăçĕ самаях улшăннă. Мĕншĕн тесен вăрçă пулас вырăнти мирлĕ халăх тăван вырăна пăрахса тепĕр вырăна куçса кайма тăрăшнă. Ун пек япаласем паянхи кун та çавăн пекех. Çапла вара, 1553 çулсенчен пуçласа ял ячĕсем те, çĕр хуçисем те улшăннă. Тата вырăс землемерĕсен халăха вырăс виçипе çĕрсене хăвăрт виçсе памалла пулнă. Мĕншĕн тесен çĕрĕн ĕçлесе халăха та, патшалăха та усă памалла пулнă. Çĕре виçнĕ чухне паллă ориентирсем кирлĕ пулнă. Ту енчи ориентирĕсем вара ытларах тутар, чăваш, мордва тата çармăс чĕлхисемпе çыхăннă пулнă.
Вырăссен çав сăмахсене ирĕксерех вырăсларах çырмалла пулнă. Авалхи сыхланса юлнă хутсем тăрăх Сĕве уе-
сĕнчи çĕрсене 1555-1560 çулсенче виçме пуçланă. Çĕр виçсе паракан вырăссем çак вырăнсене килсен çавна курнă. Юхан шывĕ Вăрăм ятлă. Вырăс чĕлхинче „ă“ сасă çук пирки ытларах вырăс сассисемпе „у“ е „ю“ улăштарнă. Тепĕр чухне сăмахĕ кама мĕнле ил- тĕннĕ çапла çырма пултарнă. Тата пĕр вăхăт халăх хушшинче вырăсла тупмалли юмах çÿретчĕ: „А“ и „Б“ сидели на трубе. „А“ упала, „Б“ пропала, что осталось на трубе“. Пирĕн тĕслĕхре Вăрăм ятран „В“ сасси çухалнă е „В“ сассипе вырăсларах çырнă пулсассăн юхан шыв ячĕ Вурюм пулмалла пулнă. Анчах та вырăс мижавайĕсем чăваш Вăрăм юхан шыва вырăсла Урюм ят парса хăварнă. Юхан шывăн варринче кукăр-макăрсем ытлашши çук, тарăн та мар. Çавăнпа та юхан шыва чăвашсем „Вăрăм“ тенĕ е вырăсла „Длинная“ пулать.
Шелттемре çуралса ÿснĕ А. Зайцев çапла çырать. Вĕсен ваттисем Тетюш уесĕнчен куçса килнĕ, 1520 çулта ял çунса кайнă. Халăха пĕртак лăплантарасшăн. Вăл вăхăтра Тетюш ялĕ пулман. Тетюш уесне 1780 çулта йĕркелесе янă. Урюм ялне вара 1660 çулта тек мордвасем никĕсленĕ. Ялĕ пулман пулсан пушарĕ те пулман. Чи малтанах яла никĕслекенсем Урюм юхан шыв хĕрринче вырнаçнăшăн вырăссем ялне Урюм ят панă е чăвашла Вăрăм. Урюм ячĕ хăçан тухнине ăнланмалла çыртăм пулĕ тетĕп.
1555-1560 çулсенче Вăрăм юхан шыв тăрăхĕнче чăвашсем пурăннă пулас. Ялĕсем пулнă-ши пулман-ши? Анчах та çын пурăнман пулсан вырăс межевейсем ку вырăна килес çук. Халĕ Вăрăм тăрăхĕнче аса илнĕ пуçсăр тăватă ватă Сиккасси, Аксарино, Молкеево тата Старое Тябердино ялĕсем лараççĕ. Ĕлĕкех вĕсем пурте чăваш ялĕсем пулнă.
Халхи вăхăтра чи паллă çырăвĕ 1556-1557 çулсенче межевиксем Никита Васильевича Борисовпа Димитрий Андреевич Кикин çырнă хутсем пулаççĕ. Н.В. Борисовăн ашшĕ Василий Петрович вăл çулсенче Шупашкарта воеводă пулнă. Шупашкар крепоçне никĕсленĕ. Архиепископ Казанский Гурий 1555 çулта Хусана кайнă чухне çула май Шупашкара кĕнĕ. Вăл В.П. Борисов воеводăпа пулас Введенский ятлă чиркĕве сăвапланă. Шупашкарта чиркĕвĕ паянхи кун та çав вырăнтах ларать.
Аса илнĕ 1556-1557 çулхи межевиксем çырнă кĕнекесем çинче Темĕш, Тăрмăш, Нăрваш тата ытти ялсене палăртса хăварнă. Халĕ ку ялсем пурте Тăвай районне кĕреççĕ. Çав перепиçре пĕр вунă чăваш ялне палăртнă-ши тесе шутлатăп. Вăл вăхăтра ял шучĕсем питĕ сахал пулнă темелле. Мĕншĕн тесен вăрçă вăхăтĕнче халăх саланса кайнă е налуксем тÿлес мар тесе вырăс патшин тарçисенчен пытанма тăрăшнă. Малалла çырнă çемĕн çавна çырса ăнлантармалла пуль тетĕп.
Тепĕр паллă вырăн 16-мĕш ĕмĕр вĕçĕ пулать. Çав çулсенче Сĕве уесĕн-че вунă чăваш вулăсне йĕркелесе янă. Утапа Урюм юхан шывсем тăрăхĕнче пурăнакан чăваш ялти çынсем Утински ятлă вулăса уçма килĕшнĕ. 1638 çулта ялсене тепĕр хут тĕрĕслесе учета тăратнă. Çав списокра Ута вулăсĕнче пĕрремĕш ялне Шаккăла çырнă. Чăнах та-ши Шаккăл сали Ута вулăсра чи асли ял пулнă? Мана çав тĕлĕнтерет те иккĕ- лентерет. Сăмахран, Ута вулăсĕнчи чилай ял ячĕсем çырма-çатра е юхан шыв ячĕпе çыхланнă. Тĕрĕссипе çавăн пекех пулма пултарать. Иван Грозный патша пулнă вăхăтра çĕрсене виçнĕ хыççăн çынпа килĕшÿ туса çав çынна çирĕплетсе памалла пулнă. Ун хыççăн договор тăрăх çынран ясак тÿлленĕ е тÿллемен пирки ыйтма сăлтав пулнă. „Канаш ен“ хаçатра Карăклă, Юмансар, Кайăкьяль историйĕсене çаптарса кăларнăччĕ. Вĕсен ячĕсем çут çанталăкпа çыхăннă. Унсăр-пуçне Ута вулăсĕнче Кивĕ Урюмпа Çĕнĕ Урюм тата Вăтапуç ятлă ялсем пулнă. Вĕсен ячĕсем юхан шывпа çыхланнă. Тата ултă ял ячĕ çĕнĕ сăмахпа çыхланнă. Сăмахран, вырăсла Новое Ишино, Новое Бахтиярова. 1638 çулхи списокра Ута вулăсĕнче Кивĕ Урюмпа Çĕнĕ Урюм та пур. Ял ячĕсене вырăсла çапла çырнă. Аса илнĕ 1638 çулта Кивĕ Урюм ялĕнче хисеплĕ Янкей Янчурин, Янчура Плаксин тата Ондрей Тлешов çемйи хуçисене палăртнă. Вĕсем вăтамран аллă е утмăл çулсенче пулма пултарнă. Вĕсемсĕр пуçне вăл вăхăтра ялта ытти çемьесем те пурăннă.
Пĕрремĕш Петĕр (1672-1725) патша, вăрçă валли укçа кирлĕрен, час-часах халăх перепиçĕсене ирттернĕ. 1710 çулхи перепиç тăрăх ялта вун виçĕ хуçалăх шутланса тăнă. Вĕсем ултă ясак тÿ- лемеллĕх çĕр тытса тăнă. Кивĕ Урюм çĕр çул каяллах никĕсленнĕ пулсан та ял хуçалăхсем ялта сахал пулнă.
Ялти пурнăç йывăрлансах пынă. Вара кил хуçисем çемйисемпех урăх вырăнсене тата хуласене, ăçта укçа тÿ-ленĕ — çавăнта тухса кайнă. Тата тепĕр сăлтавĕ çакă пулнă. Пĕрремĕш Петĕрĕн ашшĕпе аслашĕ патшасем пулнă чухнех налуксене кашни кил карти шутĕн-чен пуçтарнă. Кил картин йĕрки çапла пулнă. Кил карти тавра карта тытрăн пулсассăн унăн лашапа кĕрсе тухмалли пĕр хапха пулмалла пулнă. Икĕ пысăк хапха пулнă пулсассăн икĕ çемье пурăннине пĕлтернĕ. Пĕрремĕш Петĕр халăха хĕссех пынă е анчах та халăхĕ те ахалех çывăрса ларман. Пĕртак та пулин хăйне валли çăмăллăх шырама тăрăшнă. Май пур чухне ывăлĕсем хăйсем урăх вырăнта кил çавăрма тăрăшнă. Пурнăç йывăрланса килсен ашшĕн кил картинчех пÿрт лартнă. Вырăн çитсен тепĕр ывăлĕ те унтах пурăнма пуçланă. Анчах та кил карти йĕркине пăсма юраман. Лаша урапине кĕрсе тухмалли пĕр хапха анчах пулмалла пулнă. Налукне вара, пĕр карти ăшăнче виçĕ çемье пурăннă пулсан та, пĕр килшĕн анчах тÿлленĕ. Пĕрремĕш Петĕр налук нумай пуçтарас тесе тăрăшать. Пĕрмай перепиçсем тутарнă. Анчах та налук укçисемпе килсем кашни çулах чакса пынă. Çавăнпа та çав енчен пысăк улшăнусем тума пуçланă. Кашни килшĕн пуçтарнă налука манăçа кăларнă. Ун вырăнне налука кашни арçын шутĕнчен пуçтарма пуçланă. Вара вăл 1780 çулта Кивĕ Вăрăмпуçпа Çĕнĕ Вăрăмпуç ялĕсене Çĕрпÿ уесне малтан кивĕ Ута вулăс ятпах кĕртнĕ.
1800 çулсенче Тобурданово вулăсне йĕркелесе янă. 1806 çулта вулăс пуçлăхне Хозесаново ялти Хартон Яковлева суйланă. 1780 çулччен Ута вулăсĕн кÿршĕ чăваш вулăсĕ Хозесановă ятлă пулнă. Халĕ Хозесаново сали Тутар Республикин Кайбицкий районĕнче. Вăл вăхăтра Кивĕ Вăрăмпуç çав вулăсра шутланса тăнă.
Шелттемсем 1781 çулта тапранма пуçланă е çав çулта пĕрремĕш хут палăрнă. Ку сăлтавĕ 1775 çулсенче Екатерина патша ирттернĕ реформăсемпе çыхăннă.
Александр СТЕКЛОВ,
«Сказание о чувашах»
трилоги авторĕ

