Алӑсемсӗр ҫуралнӑ 14 ҫулти Кирилл Александров шывра ишессипе Тӗнче рекордне 2 хутчен ҫӗнетнӗ. Вӑл – спорт мастерӗ, Раҫҫейӗн ҫамрӑксен пӗрлештернӗ ушкӑнӗнче тӑрать.
Ашшӗ-амӑшӗ ӑна 3 ҫулта чухнех бассейна хӑнӑхтарнӑ. Халӗ эрнере 6 кун тренировкӑсене ҫӳрет. Кӑҫал ҫуркунне Саранскра иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнче Кирилл брасс мелӗпе ишсе Тĕнчери чи пысӑк кӑтартусенчен иртнӗ.
Тепӗр тӗллевӗ – 2028-мӗш ҫулта Лос-Анджелесра иртекен Паралимп вӑййисенче «ылтӑншӑн» тупӑшасси.

