40 çул каялла, ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Чернобыльти атом электростанцийĕн 4-мĕш энергоблокĕнче хăрушла авари пулса иртнĕ. Çавна май тавралăха радиаци хутăшĕ тухса саланнă. Çак инкеке специалистсемпе çар çыннисем ликвидацилеме хутшăннă. Чи малтан вĕсем реактортан тухакан радиаци витĕмне чакарнă, унтан территорие тасатса «саркофаг» тума тытăтăннă.
Чернобыльти АЭСра пулса иртнĕ аварие ликвидацилеме Совет Союзĕн тăванла республикисенче пурăнакан çĕршер пин çын хутшăннă. Вĕсен йы- шĕнче пирĕн ентешсем те пулнă: Канаш хулинчен — 61 çын, районтан — 30.
Вĕсенчен пĕри — Канашра пурăнакан Петр Григорьевич Степанов (сулахайран иккĕмĕш). Вăл Чакаç ялĕнче çуралса ÿснĕ.
Петр Григорьевич 1987 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Канашри çар комиссариатĕнче медицина комиссийĕ витĕр тухнă. Медицина ĕçченĕсем яш ион излученийĕ тухакан вырăнта служба тивĕçне пурнăçлама юрăхли çинчен пĕлтернĕ. 1987 çулхи çу уйăхĕн 11-мĕшĕнчен тытăнса çурла уйăхĕн 31-мĕшĕччен вăл Украинăри Киев облаçĕнчи Припять хулинче пулнă. Чернобыльти атом электростанцийĕ виçĕ çухрăмра вырнаçнă, инçех мар — Беларуси чикки.
Чернобыльти АЭСра пулса иртнĕ аварие ликвидацилеме хутшăннă Атăлçи çар округĕн хастарсем Зеленый Мыс поселокĕнче пурăннă. Вăл Чернобыльти отчуждени зонипе чикĕ- ленекен Киеври шыв управĕн çыранĕ хĕрринче вырнаçнă пулнă.
Петр Григорьевича «ЧАЭС çинче авари пулнăранпа 25 çул», «…30 çул» тата ытти медальсем панă. 2011 çулта ăна «За заслуги перед Отечеством» 2-мĕш степеньлĕ орден медалĕпе чысланă.
Демобилизациленнĕ хыççăн Петр Степанов Чăваш Енре монтаж системине туса пыракан управленире 36 çул бригадир пулса ĕçленĕ. Ăна тăван предприятин Хисеп кĕнекине кĕртнĕ, унăн сăн ÿкерчĕкне Хисеп хăми çине вырнаçтарнă. 2002 çулта Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В. Федоров строительствора нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Тав хучĕ парса хавхалантарнă. Петр Григорьевичăн тата ытти сумлă награда та чылай.
Ĕç ветеранĕ 15 çул ытла тивĕçлĕ канура. Мăшăрĕпе Римма Ивановнăпа иккĕшĕ вĕсем икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Ачисем педагогика çул-йĕрне суйласа илнĕ.
Пĕтр Григорьевич пушă вăхăтне мăнукĕсемпе тата кĕçĕн мăнукĕсемпе ирттерме юратать. Вĕсене сад ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене уçса парать. Мăнукĕпе Максимпа вара уйрăмах мăнаçланать, вăл Мускаври авиаци институтĕнче тăваттăмĕш курсра вĕренет.
Чернобыльти аварие асăнмалли пĕтĕм халăхсем хушшинчи куна халалласа Канашри музейра çулсеренех тĕлпулу йĕркелесе ирттереççĕ. Кăçалхи асăну меропртятине округ пуçлăхĕн çумĕ Татьяна Владимирова хутшăннă. Вăл тата ытти хăнасем Чернобыльти аварие ликвидациленĕ çĕрте ĕçленĕ паттăрсене çирĕп сывлăх тата вăрăм кун-çул суннă.
Игорь ВОРОНЦОВ

