Кĕнекесем те çул çӳреме пултараççĕ. Эсир кун пекки çинчен хальччен илтнĕ-и? Библиотека çӳлĕкĕ çинчи кăларăм пĕр вулакан патĕнчен теприн патне куçни пирки сăмах пымасть кунта. Хуларан хулана пуйăспа та машинăпа тата ытти транспортпа чăнласах çул çӳрекен кĕнеке çак кунсенче Шупашкара çитнĕ.
ТАМБОВ КАШКĂРНЕ ТЕ КУРНĂ
Курск облаçĕнче пурăнакан Сергей Михайлов сăвăç Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан поэтсен сăввисене пĕр çĕре пухас тенĕ те 2023 çулта «Çулçӳревçĕ-кĕнеке» проект пуçарса янă. Ку тĕллеве пурнăçа кĕртме алăпа çырса хатĕрленĕ хăйне евĕрлĕ антологи Курскран çула тухнă. Чи малтан вăл Брянска çитнĕ, унтан – Калугăпа Рязане, Тулăпа Воронежа, Волгоградпа Краснодара… Абхазири Çĕнĕ Афон хулинче те уçăлса çӳренĕ, Новороссийскпа Самара та курнă. Пенза облаçĕнче харăсах виçĕ хулана парăнтарнă: Каменка, Пенза тата Никольск. Тамбов кашкăрне те курнă, Орелта чылай çӳренĕ. Шупашкара алçыру Чулхуларан килнĕ. Чăваш Енĕн тĕп хули уншăн – çирĕм иккĕмĕш станци. Хăнана Лариса Петрова сăвăç, куçаруçă тата журналист кĕтсе илнĕ.
С. Михайлов йĕркелӳçĕ палăртнă тăрăх, кашни хуларах поэтсем икĕ страницăна хăйсен сăввисене çыраççĕ те хайхи папкăна хураççĕ. Хайлавсене ӳкерчĕксемпе тата сăнӳкерчĕксемпе илемлетме юрать. Чи пĕлтерĕшли – кĕнекене типтерлĕ тытмалла, ун çинчен поэзие юратакансене каласа памалла. Çĕршывĕпех çырнă кăларăм тĕрлĕ регионти авторсене пĕрлештерсе тăракан кĕпер пекех. Кайран унăн каялла Курска çаврăнса çитмелле. Хайхискерне хутлă кĕнекен пичетлесе кăларма палăртнă, ăна алçырупа пĕрле музея парĕç. Проекта хутшăнакансем электрон версие тивĕçĕç.
ПОЭЗИ ЭСТАФЕТИ
Нумаях пулмасть Чăваш Рес- публикин ачасемпе çамрăксен библиотекинче «Туслăх страницисем: “Çулçӳревçĕ-кĕнеке” маршрутне Чăваш Ен хăй тӳпине хывни» ятпа поэзи эстафети иртрĕ. Ăна ЧР ачасемпе çамрăксен библиотекин таврапĕлӳпе наци литературин уйрăмĕн тĕп библиографĕ Татьяна Захарова ертсе пычĕ. Уява Шупашкарти 49-мĕш шкулăн 5 «Б» класс (ертӳçи – Людмила Никифорова чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ) вĕренекенĕсем хутшăнчĕç.
Аякран килнĕ кĕнекепе ачасене Лариса Петровăпа Ольга Австрийская сăвăçсем паллаштарчĕç. Чăваш Рес- публикинчен шăпах вĕсен сăввисем кĕрĕç кăларăма. Л. Петрова «Чăваш Енĕм» хайлавне икĕ чĕлхепе çырнă, вырăсла ăна Оксана Соснина куçарнă. О. Австрийская «На чердаке заброшенного дома» тата «Атте-анне чĕлхи» сăввисене сĕннĕ. Хăтлавра поэтсем вĕсене вуласа пачĕç. Ачасене çавăн пекех кĕнекен çул-йĕрне сăнланă видеосем кăтартрĕç. Алçырăва кĕнĕ хайлавсене арçын ачасемпе хĕр пĕрчисем те янратрĕç, маршрутра асăннă хуласене çĕршыв картти çинче шырарĕç. Тĕлпулу вĕçĕнче вĕренекенсем сăвăçсене ыйтусем пама пултарчĕç. Çулçӳревçĕ-кĕнеке пулса курнă хуласене хăйсем те çитсе килме ĕмĕтленнине уççăнах пĕлтерчĕç ачасем.
Ольга ИВАНОВА
Автор сăн ӳкерчĕкĕ

