Атте мана шур пӳрт лартса парас тет.
Атте мана шур пӳрт лартса парас тет те
Йӗтӗм варринче чӑрӑш шӑтса ӳссессӗн
Йӗтӗм варринче чӑрӑш шӑтса ӳсейрес щук
Атте мана шур пӳрт лартса парайрас щук.
Ирӗксӗрех каяс пулать ҫӗн ҫӗре
Ирӗксӗрех каяс пулать ҫӗн ҫӗре те
Сӗм вӑрманта чӑрӑш касса пӳрт лартма
Сӗм вӑрманта чӑрӑш касса пӳрт лартсассӑн
Пырса курӑр пирӗн пата тӑвансем.
Ҫапла юрланӑ ӗлӗк ҫӗн ҫӗре каякансем. Шурӑ пӳрт тени – кӑмакаллӑ пӳрт. Авал чӑвашсен пӳртре кӑмака пулман, кӑмака вырӑнне вучах ҫеҫ пулнӑ. Вут чӗртсе ярсан сӗрӗм пӳрте тулнӑ. Кайран сӗрӗм стенана касса уҫнӑ шӑтӑкран тӗнни тухнӑ. Нумаях пулмасть-ха ҫынсен пурин те хура мунча пулнӑ. Сӗрӗм тӗнӗ витӗр тухнӑ. Кӑвар сӳнсен тӗнӗне ҫӗтӗк пир татӑкӗпе чышса хупса хунӑ.
Ҫапла пысӑках мар пӳрт ӑшӑннӑ. Каярахпа кӑмака тума вӗренсен чӑвашсем шурӑ пӳртре пурӑнма пуҫланӑ. Аса илер-ха А.С. Пушкинӑн сӑввине «Зимняя дорога»: «Ни огня, ни чёрной хаты, Глушь и снег… Навстречу мне Только версты полосаты. Попадаются одне…». Авал аслӑ ҫулсене тракт тенӗ. Кашни ҫухрӑмра (верста) юпа лартнӑ. Хӗлле аташса кайсан кашни 15-20 ҫухрӑмран ҫул ҫӳревҫӗсене ҫӗр каҫма (чёрная хата) хура пӳрт лартнӑ, унтах лашисене те кантарнӑ.
1959-мӗш ҫулта пирӗн ҫӗршывра (СССР) халӑх йышне шута илнӗ (Перепись населения пулса иртнӗ). Ҫав вӑхӑтра Чӑваш республикинче 1097859 ҫын пулнӑ. Вӗсенчен 770351-ӗшӗ чӑвашсем. Республикӑра чӑвашсемпе пӗрле вырӑссем, тутарсем, мордва, мари, еврейсем, украинецсем тата ытти халӑхсем те пурӑннӑ. Пӗтӗм ҫӗршывӗпе илсен вара чӑвашсен йышӗ 1436218 ҫын пулнӑ. Вӗсенчен 665 пин чӑваш, тутар, башкир, мордва республикинчен: Ульяновск, Куйбышев, Оренбург, Пермь, Свердловск, Челябинск, Кемерово, Иркутск, Томск, Тюмень облаҫӗсенче тата ытти ҫӗрсенче те пулнӑ.
Иртнӗ хаяр вӑрҫӑ 1945 ҫулта Ҫӗнтерӳпе вӗҫленнӗ. Хыҫҫӑн ҫӗршывӑн вӑрҫӑ суранӗсене (ишӗлнӗ хуласене, фабрикӑсемпе заводсене, чугун ҫулсене тата ытти те) сиплемелле пулнӑ. Ҫав ӗҫе пур халӑха та хутӑштарнӑ. Чӑвашсем те пӗтӑм вӑй-хал хурса ҫав ӗҫсене хутшӑннӑ. Чӑваш ҫамрӑкӗсем ҫемйи ҫемйипе тӗрлӗ стройкӑсене вербовщиксемпе (ӗҫ вӑйӗ пуҫтаракансем) туха-туха кайнӑ.
Чӑваш Республикинче ҫын йышлӑ пурӑннӑ. Ҫамрӑк мӑшӑрсене ҫурт-йӗр ҫавӑрма ҫӗр пама пӑрахнӑ. Ҫавӑнпах ӗнтӗ нумай ҫемье Ҫӗпӗре – ҫӗр ирӗклӗ ҫӗре тухсан кайнӑ. Алтай крайӗнче ҫӗр ирӗк пулнӑ. Ҫӗр ҫинче ӗҫлекен ҫын ҫитмен. Ҫавӑнпа та Алтайран халӑх йышлӑ пурӑнакан вырӑнсене йыхрав янӑ. Малтан ҫӗнӗ ҫынсем килнӗ ҫӗре ҫӗне ҫуртсем лартас тенӗ. Вербовщиксем плотниксемпе печниксене пуҫтарса илсе кайнӑ. Ҫав шутра пирӗн кӳршӗ ҫынни те пулнӑ. Шемяков Порфирий Герасимович 1889 ҫулта ҫуралнӑскер (фото). Вӑл унта ҫӗнӗ ҫуртсене кӑмакасем туса панӑ. Вара ҫав ҫуртсене кӑмакасем туса пӗтернӗ хыҫҫӑн яла таврӑннӑ та ялти ҫынсене, уйрӑмах кӳршӗсене агитацилесе пуҫтарса илсе кайнӑ. Паянхи пекех астӑватӑп, пире хирӗҫ пурӑнакан Униҫ, пирӗн пата каҫнӑ та аннерен ыйтать: «Маюк анне, мӗн тумалла-ши? Палюк каясшӑнах мар тет, унта ҫӗр ирӗк тет. Пухвир пичче каланӑ тӑрӑх 2 е 3 ӗне те усрамалла пулать тет. Колхоз ҫӗрӗ вара вӗҫӗ хӗррисӗр тет…» Анне вара «Эпӗ нимӗн те калама пултараймастӑп, хӑвӑн кӑмӑлу пулсан, Палюш килӗшсен, кӳршӗсемпе пӗрле вет. Ҫурта сутса каймасан, унта килӗшмесен, каялла килме пулать», – терӗ.
Ҫапла вара Алтай крайӗнчи Тальменски районӗн Язовона ялне ҫак ҫынсем ҫемйисемпе тухса кайрӗҫ. Каялла куҫса килекен пулман. Вӗсем ҫаксем пулнӑ:
- Шемяков Порфирий Герасимович (1889 ҫ). Ывӑлӗ – Леонид Порфирьевич (1927ҫ). Кинӗ – Мария Маркеловна (1927 ҫ). Мӑнукӗсем: Зоя Леонидовна – (1951 ҫ). Николай – (1953 ҫ) (фото).
- Авксеньтев Иван Авксентьевич (1903 ҫ). Арӑмӗ Мария Терентьева (1901 ҫ). Ачисем: Григорий (1935 ҫ), Анатолий (1938 ҫ), Геннадий (1941 ҫ), Ольга (1945 ҫ).
- Хайбусь Василий Михайлович (1932 ҫ). Арӑмӗ Валентина. Ывӑлӗ Владимир Васильевич (1960 ҫ).
- Петров Николай Васильевич (1933 ҫ). Арӑмӗ Шепи Анна Васильевна (1932 ҫ). Ачисем: Татьяна (1959 ҫ), Любӑпа Валя Алтайра ҫуралнӑ. Шӑллӗ Василий Васильевич (1939 ҫ) (фотосем).
- Измайлов Павел Иванович (1929 ҫ). Арӑмӗ Дьяконова Анисия Андреевна (1927 ҫ). Ачисем: Зоя (1950 ҫ), Роза (1954 ҫ), Геннадий, Юрий тата тепӗр ывӑлӗ (фото).
- Бабанова Евлампия Васильевна (1912 ҫ). Ачисем: Герман Васильевич (1935 ҫ), Галина Васильевна (1938 ҫ). Мӑшӑрӗ Киргизов Александр Гаврилович (1917 ҫ). Ачисем: Валентина (1949 ҫ), Владимир (1951 ҫ).
- Ломжев Василий Алексеевич (1930 ҫ). Авланман. Алтайра вырӑс хӗрӗ ҫине авланнӑ. 2 ывӑлпа 1 хӗрача ӳстернӗ. Райпора шофер пулса ӗҫленӗ. Ҫак кайнӑ ҫынсенчен пӗри те каялла таврӑнман.
П. Шемяков аслӑ хӗрӗ Агафия Сиккасси ачине Становой Егор Михайловича качча тухнӑ. Унӑн упӑшки ялта тимӗрҫӗ пулса ӗҫленӗ. Ялта хисеплӗ ҫын шутланнӑ, ҫавӑнпах-и-тен Ҫӗпӗре кайма шутламан. Арӑмӗ Агафия (Укаҫ аппа) тӑванӗсемсӗр куляннӑ пулӗ. Ҫавӑнпах-и каялла килӗр-ха яла, кунта та пурнӑҫ начар мар тесе ҫырса ярсан шӑллӗне ҫапла ответ панӑ тет: «Мӗн унта хура ҫӑкӑр ҫиме пымалла-им». Вара урӑх калаҫу ҫав шутпа пулман. Кун ҫинчен Шемяков Порфирий мӑнукӗ Елена Егоровна Якимова каласа пачӗ. Шемяковсен фото карточкисене те вӑлах пачӗ. Манӑн троюроднӑй пичче Хайбусь Василий Михайлович хӑйӗн аслӑ ывӑлӗпе икӗ хутчен те килсе кайрӗҫ (фотосем). Владимир мана ун чухне «Мӗншӗн авланмастӑн, вӑтӑра ҫитрӗн вӗт», – тесен «Пенсине кайсан авланатӑп». «Пенсине каясси тата 5 ҫула яхӑн». Эпӗ геологсен бригадинче взрыватель пулса ӗҫлетӗп, унта 15 ҫул ӗҫлесен пенсине кӑлараҫҫӗ», – терӗ. Васяна каялла килме шутламастӑн-и тесе ыйту парсан «Ҫук, унта пирӗн пурнӑҫ лайӑх, анчах чун каяллах туртать» – терӗ.
Галина ТАЛЛЯ
Сиккасси сали

