Суббота, 11 июля, 2026
Главная > Публикации > Професси уявне паллă тунă

Професси уявне паллă тунă


Чăваш патшалăх филармонийĕнче Вырăнти хăй тытăмлăх кунне халалласа савăнăçлă мероприяти иртнĕ.
Уяв тĕлне кашни муниципалитет хăйӗн тăрăхĕпе, çитĕнĕвĕсемпе паллаштаракан курав экспозицийĕсем хатĕрленĕ. Сумлă хăнасем чи малтан вĕсемпе паллашнă.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсене професси уявĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă. «Шăпах эсир вырăнти халăха влаçпа çыхăнтаратăр. Кирек мĕнле ыйту сиксе тухсан та çынсем чи малтан сирĕн пата килеççĕ», – тенĕ вăл.
Пухăннисене çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаковпа Алла Салаева тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем те саламланă.
Мероприятире вырăнти хăй тытăмлăх аталанăвне пысăк тÿпе хывнисене тата нумай çул тăрăшса ĕçлекенсене награда панă. Çавăн пекех «Чăваш Республикинчи муниципалитетсен чи лайăх практики» конкурс çĕнтерÿçисене те чысланă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *